02 октября 2009 г.
Сентябрĕн 22-мĕшĕнчен районта тавралăха санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен таса тытмалли, ялсене тирпей-илем кĕртмелли, эрозие хирĕç кĕрешмелли, йывăçсем лартса хăвармалли уйăхлăх пуçланчĕ. Вăл октябрĕн 22-мĕшĕччен пырать.
Уйăхлăха Чăваш Республикин Президенчĕн 2005 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче “Йывăç кунне ирттересси çинчен” – “Йывăç ларт та пăхса ÿстер” Указĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ. Ку мероприяти çынсене экологи воспитанийĕ парас, ял поселенийĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес, таса тытас енĕпе ырă витĕм кÿме пулăшĕ.
Кăçал йывăç кунне тата йывăçсемпе тĕмсем лартса хăвармалли субботнике октябрĕн 10-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.
Ялсене йывăç-курăк, чечексем илем кÿрсе тăччăр, вĕсем илĕртÿллĕ курăнччăр тесе, ял поселенийĕсене аталантармалли генеральнăй планпа килĕшÿллĕн, поселени пуçлăхĕсен йывăç-тĕмсем лартса хăварассине йĕркелемелле, масарсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелле.
Предприятисемпе организацисен, обществăлла пĕрлешÿсен ертÿçисене, йывăçсемпе тĕмсем лартса хăварас, çирĕплетсе панă территорисенчи йывăçсемпе тĕмсене пăхса ÿстерес ĕçсене йĕркелеме сĕннĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"