02 октября 2009 г.

Тăвай Енри вĕрентекенсем хăйсен профессиллĕ уявне аван кĕтсе илеççĕ. Шкулсенче халь пысăк опытлă, тараватлă вĕрентекенсем пĕлÿ параççĕ. Пирĕн районта вунă педагог РФ Президенчĕн грантне илнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ кăçал çак пысăк сума тивĕçлĕ пулнă.
Елена Германовна Павлова Тăвайри вăтам шкулта географипе 12 çул пĕлÿ парать. Ĕç стажĕ 23 çул шутланать учительницăн, вун саккăрăшĕ – вĕрентÿре. Çут çанталăкăн çамрăк тусĕсемпе интереслĕ калаçусем йĕркелет Елена Германовна.
Владимир Райнольдович Кириллов Йăнтăрчăри вăтам шкулта ОБЖ вĕрентет. Çамрăксем сывлăхлă çитĕнччĕр тесе чылай тимлет вăл.
Надежда Ивановна Гаврилова Тăвайри вăтам шкулта ачасене чылайранпа хими предметне юратма хăнăхтарать. Çамрăксем тавралăха тирпейлесех тăраççĕ вăл йĕркелесе пынипе. Çавăн пекех Тăвайри ĕçлемелли шыв пахалăхĕшĕн те тимлеççĕ Надежда Ивановнан вĕренекенĕсем, тĕрлĕ тĕпчевсем ирттереççĕ.
Эпир РФ Президенчĕн грантне илме тивĕçлĕ пулнă вĕрентекенсене çывхаракан профессиллĕ уявĕпе саламлатпăр, çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçусем сунатпăр.
Сăн ÿкерчĕксенче: Е.Павлова (Тăвай), В.Кириллов (Йăнтăрчă) тата Н.Гаврилова (Тăвай) вĕрентекенсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"