29 сентября 2009 г.
“Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕ çуллен хĕрлĕ чĕкĕнтĕр акса тăвать. Асăннă культурăна туса илекен хуçалăх районта пĕртен-пĕрре тесен те юрать. Чăн та, кăçал вăл тепĕр икĕ фермерăн пур пĕртакшар.
Тенеяльсем хальхи вăхăтра хĕрлĕ чĕкĕнтĕре шăпах кăларса пухаççĕ. Сутлăх юрăхлине, таварлăх продукцие вăхăтлăха ангара хураççĕ, вĕттине, стандартлă маррине выльăх-чĕрлĕх валли путвала хураççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"