29 сентября 2009 г.
Кĕрхи ярмăркка ирттересси Тăвай Енре ырă йăлана кĕнĕ. Район пуçлăхĕ Н.И.Иванов кăçалхи октябрĕн 3-мĕшĕнче Тăвайри культурăпа кану центрĕн çурчĕ умĕнче çимĕç хунавĕсем, тĕмсем, ял хуçалăх продукчĕсем сутмалли кĕрхи ярмăркка ирттерме хушу кăларнă.
Ярмăрккана хатĕрленсе ирттерсе яма 8 çынран комисси йĕркеленĕ. Унăн председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Я.Гаврилов, заместителĕ – райадминистрацин АПК аталанăвĕн, экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ В.А.Ванерке.
Йĕркелÿ комиссийĕ хуçалăхсен ертÿçисене, фермерсене, предпринимательсене, уйрăм çынсене, вырăнти пахчаçăсене ярмăрккана активлă хутшăнма чĕнет. Çак кун тĕрлĕ йывăç хунавĕсемпе çырла тĕмĕсемсĕр пуçне, чĕрĕ пулăсем, харпăр хăй ăсталанă япаласем, ытти таварсем туянма пулать.
Кăçал пирĕн район республика конкурсĕнче “ЧР культурăн территорийĕ” ята çĕнсе илнĕ май, ярмăркка кунĕнче культура пулăмĕсен марафонĕ уçăлать. Сире “Кĕркунне – ылтăн асамçă” ятлă музыкăпа театрализациленĕ, хаваслă та шÿтлĕ программа кĕтет.
Ярмăркка шăматкун, октябрĕн 3-мĕшĕнче, 11 сехетре пуçланать.
Пурте халăх уявне – ярмăрккана!
Источник: "Ял ĕçченĕ"