29 сентября 2009 г.
Октябрĕн пирвайхи кунĕсенче, йăлана кĕнĕ тăрăх, эпир çуллен Ватăсен кунне паллă тăватпăр. Ăна ПНОн (Пĕрлештернĕ Нацисен организацийĕ) Генеральнăй Ассамблейи йышăнăвĕпе ватă çынсем патне общество тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе ирттереççĕ. Ватăсемпе ветерансемшĕн тăрăшасси, вĕсене общество пурнăçне явăçтарасси ЧР Правительствипе район администрацийĕн кулленхи ĕçĕнче те пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра районта ĕçлемелли ÿсĕмрен иртнĕ 5000 яхăн çын пурăнать. Вĕсене РФ “Ветерансем çинчен”, “Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен” Законсемпе тата Чăваш Республикин “Ĕç ветеранĕсемпе вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен”, “Реабилитациленĕ тата политика репрессийĕнче хĕн курнă тесе йышăннă çынсене социаллă пулăшу парасси çинчен” законсемпе килĕшÿллĕн пулăшса, пурнăçне çăмăллатса, лайăхлатса пымалла. Ку тĕлĕшпе республикăра та, районта та “Аслă ăру – 2008-2010 çулсем” программа йышăннă.
Аслă ăру çыннисен, ветерансен нуши-асапĕсене, вĕсене мĕн пăшăрхантарнине пĕлсе тăмалла, вĕсен пурнăçпа ĕç опычĕ çав тери пуян пулнине асра тытмалла. Ватă çынсем хăйсен пурнăçĕпе, ĕçĕпе чыс-сума тивĕçнĕ. Вĕсен хушшинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнисем те, вăрçăпа юхăннă çĕр-шыва ура çине тума, хуласемпе заводсем, больницăсемпе шкулсем тунă, уй-хирте тыр-пул çитĕнтерме, кулленхи ĕçĕпе çĕр-шыв экономикине çирĕплетме хутшăннă çынсем сахал мар. Вĕсем выçлăхне те, сиввине те, хуйхи-суйхине те пайтах курнă, анчах пуçа усман. Çамрăк ăрусемшĕн вĕсен яланах чун çирĕплĕхĕн, хăюлăхпа паттăрлăх тĕслĕхĕ пулса тăрĕç.
Хальхи вăхăтра районта реабилитациленĕ 15 çынна уйăхсерен 1775 тенкĕ, 1387 ĕç ветеранне 710-шар тенкĕ, 367 тыл ĕçченне 700-шер тенкĕ укçа тÿлеççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 12 млн. тенкĕ тăкакланă, унсăр пуçне ĕç ветеранĕсене çыхăну услугисемшĕн компенсаци шучĕпе 306 пин тенкĕ тÿленĕ.
Районта ватăсене социаллă пулăшу парас ĕç аталанса пырать. Паянхи кун ватăсем валли 22 вырăнлă икĕ çурт ĕçлет. Пĕччен ватăсемпе инвалидсене пурĕ 120 çынна, социаллă пулăшу уйрăмĕсенче ĕçлекенсем килĕсене пырса пулăшу парса тăраççĕ.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ватăсемпе инвалидсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн компенсаци хушса тÿлеççĕ. Ку çăмăллăхпа 1613 çын усă курать, 9 уйăхра çав тĕллевпе 5 млн. яхăн тенкĕ тăкакланă.
Çак кунсенче районти ĕç коллективĕсенче, культура çурчĕсемпе клубсенче, шкулсенче ватă çынсемпе тĕл пулусем иртеççĕ, концертсем пулаççĕ. Ватăсен кунĕпе çыхăннă мероприятисем районта октябрĕн 3-мĕшĕнчи йăлана кĕнĕ кĕрхи ярмăрккапа вĕçленĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"