АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бруцеллез – сикекен чир (Сельское хозяйство)

29 сентября 2009 г.

Кăçалхи февральте Шупашкар тата Красноармейски районĕсенче юлашки 40 çул хушшинче пуçласа мăйракаллă шултра выльăхпа сурăх-качака бруцеллезне тупса палăртнă. Çавăнпа малашне виçĕ çул хушши çулталăкра икĕ хутчен асăннă выльăхсен юнне илсе лаборатори условийĕсенче тĕпчеççĕ. Енĕш Нăрваш ялĕнче ку ĕçе туса ирттернĕ те ĕнтĕ.
Бруцеллез – выльăхсен тата çынсен сикекен чирĕ, ăна бруцелла йăхĕнчи бактерисем пуçараççĕ. Чылай выльăхăн вăл хырăм ÿкнипе е хыç ÿкмесĕр тытăнса тăнипе палăрать.
Асăннă чире уйрăмах сурăхсем, качакасем, сыснасем, мăйракаллă шултра выльăхсем, тĕвесем питĕ сисĕмлĕ. Чирлĕ выльăхсем инфекци çăлкуçĕ пулса тăраççĕ, вĕсем хырăм ÿкнĕ е пăруланă-çăвăрланă, хыçĕпе пĕрле, çамрăк выльăх кун çути курнă чухне тухакан шĕвексемпе, сĕтпе, шăкпа пĕрле тавралăха бруцеллăсем кăлараççĕ. Сиенленесси выльăх апачĕпе тата шывпа апат çулĕнчи йăлмака витĕмĕ, сывлав çулĕсен, влагалищĕн йăлмака витĕмĕ, инфекциленнĕ навус, шăк е таврари япаласем урлă пулса пырать. Чирлĕ ĕнесен сĕчĕпе хăйминчен уйăрнă сĕт те, вĕсене ĕçлесе хатĕрлесе сиенсĕрлетмесен, чир-чĕре сарас тĕлĕшпе хăрушă пулса тăраççĕ.
Выльăх бруцеллезĕн инкубаци тапхăрĕ 2–3 эрнене е ытлараха пырать тата нумай чухне симптомсăр тăсăлать. Чирĕн тĕп паллисем – хырăм ÿкни (ĕнесен 5–8 уйăхра, сурăхсемпе качакасен – 4–5, сыснасен пĕтĕ чухне кирек хăш уйăхра та) тата хыç ÿкмесĕр тытăнса тăни.
Çын бруцеллезпа чирлĕ выльăхсемпе хутшăннипе тата чĕрĕ продуктсенчен е алиментарлă майпа та сиенленет. Çыншăн йывăр чир шутланать вăл, инкубаци тапхăрĕ 1–2 эрнене е ытларах вăхăта та тăсăлать (2 уйăх таран). Ун хыççăн ÿт-пÿ температури хăпарса каять (39–40 градуса çити). Пĕр вăхăтрах шăнтать, чĕтретет тата вăйлă тарлаттарать. Малтанах тивĕçлĕ сиплесен çын аванах сывалса çитме пултарать. Анчах час-часах чир çĕнтерсе пырса тепĕр хут палăрать е вăраха кайса тĕревпе хускану аппаратне, нерв, шăкпа арлăх тата чĕрепе тымар системисене сиенлет.
Выльăхсен хуçисем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем, арендаторсемпе ыттисем выльăхсем пăхса усранă тата вĕсемпе усă курнă чухне ветеринарипе санитари правилисене пăхăнса ĕçлессишĕн яваплă пулса тăраççĕ. Çавна май вĕсем çапла тума тивĕç:
–выльăх усрасан тата ăна туянсан вĕсене ветеринари учрежденийĕнче регистрацилеме;
–выльăх туянассине, сутассине, ашлăх ăсатассине, вĕсен продукцине сутассине ветеринари служби ирĕк панипе кăна тума;
–тин пырса кĕнĕ выльăхсене карантина тăратма;
–ветеринари службине пур сывмарланнă е чирленĕ тĕслĕх пирки те вăхăтра пĕлтерсе тăма;
–ветеринари специалисчĕсем ыйтнипе туяннă выльăхсем пирки пур кирлĕ сведение те пĕлтерме тата вĕсене пăхма, тĕрĕслеме, ветеринари тĕлĕшĕнчен ĕçлесе хатĕрлеме условисем туса пама.
Выльăхсем усрамалли правилăсене пăснăшăн, профилактикăпа сиплев мероприятийĕсенчен пăрăннăшăн, выльăхсене ветучрежденире регистраци тумасăр усранăшăн, ветеринари службинчен ирĕк илмесĕр сутнăшăн, ашлăх ăсатнăшăн, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене реализациленĕшĕн тата çавăн пекех чир-чĕре сарăлма майсем туса панăшăн айăплисене явап тыттараççĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика