29 сентября 2009 г.

Иртнĕ шăматкун Чăваш Республикинчи суд системинче ĕçлекенсен çуллахи спартакиади пулчĕ. Ăмăртусен программине 100 метра тата эстафета "4х100" чупассине, 8 килограмлă кире пуканĕ ывăтассине, канат туртассине, волейбол вăййине, дартс кĕртнĕ. Унсăр пуçне хĕрарăмсем 400, арçынсем 800 метра чупнă. Йыш çитменнипе тăвайсем волейбол вăййисене хутшăнайман. Дартсра вара суд председательне пулăшакан Н.Ильинпа суд ларăвĕсен секретарĕ Т.Михайлова командăпа 3-мĕш, 50 çул урлă каçнă арçынсем хушшинче Г.Николаев федераллă судья 800, унăн мăшăрĕ З.Николаева 400 метра чупса 1-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Зинаида Федоровна 100 метрлă дистанцире те 2-мĕш вăхăт кăтартрĕ.
Результатсене пĕтĕмлетсен тăвайсем пĕтĕмĕшле 3-мĕш вырăн йышăннă. ЧР Аслă сучĕн команди 1-мĕш вырăна тухнă. Мала тухнисене медальсемпе дипломсем тата парнесем парса хавхалантарнă.
Сăн ÿкерчĕкре: районти суд системинче ĕçлекенсен команди.
Источник: "Ял ĕçченĕ"