АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн тымарĕсенче пусăм ÿссен (Здравоохранение)

25 сентября 2009 г.

Юн пусăмĕн чирĕсемпе çынсенчен чылайăшĕ аптрать. Пĕрисен вăл пысăкланса каять, теприсен – анса ларать. Пĕрисем пысăк пусăмпах çÿреççĕ, ăна пур чухне те туймаççĕ те.
Аса илтеретпĕр: çи-тĕннĕ çыннăн юн пусăмĕ нормăпа 140х90 пулмалла. Унтан иртсе кайсан, пусăм пысăк шутланать.
Юн пусăмĕ ÿссе кайнин хăш-пĕр паллисем:
–вăхăт-вăхăт пуç ыратать (ĕнсе пайĕнче), уйрăмах ирхине вăраннă хыççăнах;
–çакă тĕрлĕ йышши пăлханупа çыхăнма пултарать;
–пуç ыратни ĕç кунĕ вĕçленнĕ тĕле вăйланать;
–куç умĕнче вĕтĕ пăнчăсем йăр-яр чупни;
–япăх çывăрни;
–чăкрашлăх;
–куç курасси япăхланни;
–чĕре енче ыратса тăни, чĕре вăйлăн шаккани;
–пуç çаврăнни, хăстарни.
Тымарти юн пусăмĕ хăвăрт ÿссе кайсан çын хăйне тăруках япăх туйма пуçлать. Ку гипертони кризĕ (чир вăйланни) пуçланнине пĕлтерет. Çавăнпа та артерири юн пусăмĕ ÿссен "ăна каллех виçсе пăхмасăр пĕлме çук" врачран пулăшу ыйтмалла.
Юн пусăмĕ ÿсессинчен сыхланма пĕлмелле. Ытлашши çуллă тата тăварлă апат çиме, эрехпе иртĕхме (иçĕм çырлинчен хатĕрленĕ типĕ эрех ĕçни – кунне 150 грамран ытла мар – сиенлех мар), табак туртма юрамасть. Çыннăн кунне 30–40 минутран кая мар уçă сывлăшра çÿремелле. Мăнтăрланасран сыхланмалла, ытларах улма-çырла, пахча çимĕç çимелле. Ытлашши пăлханмалла мар.
Сыхланни – пĕрре, врач çырса панă эмелсене те ĕçмелле. Хăвăра япăх туйсан, васкавлă пулăшу чĕнме ан манăр. Юн пусăмĕпе аптракансен ал айĕнче пусăма виçмелли тонометр тытмалла, вĕсемпе усă курма ансат.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика