АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пултаруллисене – Президент стипендийĕ (Образование)

25 сентября 2009 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, 1999 çултанпа çулленех шкулсемпе хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчен 25 ачана вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн республика ертÿçин ятран паракан стипендине тÿлеççĕ. Унăн сумми уйăхра 400 тенкĕпе танлашать.
Ятарлă стипендине илме ĕмĕтленекенсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Сăмахран, пĕлтĕр пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекен 98 çамрăкран документсем пырса кĕнĕ пулсан, кăçал вĕсен хисепĕ 118-а çитнĕ. Унта республикăри пур районпа хуларан та вĕренÿре пултаруллă, талантлă ачасем хутшăннă.
Комисси тăратнă материалсене пăхса тухнă хыççăн, хуласемпе ялсенчи шкулсенчен 10-шар, хушма пĕлÿ паракан учрежденисенчен 5 вĕренекене Чăваш Президенчĕн стипендине пама йышăннă.
Республикăри хастар 25 ача хушшинче Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулăн 10 “б” класĕнче вĕренекен Павел Павлов та пур. Вăл пур предметпа та “5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, общество пурнăçĕнче те активлă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ОБЖпа республикăри олимпиадăра виççĕмĕш вырăн йышăнса, Пĕтĕм Раççейри тупăшура Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ. Çавăн пекех студентсемпе шкул ачисем хушшинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери “Эрудиты планеты – 2008 – 2009” олимпиадăна та хутшăннă. Эпир П.Павлова ЧР Президенчĕн стипендине илме тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр, вĕренÿре пысăк ÿсĕмсем сунатпăр.
Павелăн ашшĕ Николай Григорьевич Канашра пушар хуралĕн службинче, амăшĕ, Тамара Николаевна, райцентрти 2-мĕш номерлĕ ача садĕнче воспитательницăра ĕçлеççĕ.
Ывăлĕ ашшĕне менелникĕ, амăшне воспитательсен кунĕ ячĕпе хаклă парне кÿчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика