25 сентября 2009 г.
Сăхăтпуçсем мĕн ĕлĕкрен ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Çакна архив хучĕсене курсан ĕнентĕм. Ял летопиçне çырса пынă май, кунти çынсен ĕç-хĕлне тĕпчерĕм. Хальхинче сукмак Вениамин Николаевич Наумов пÿрчĕ патĕнче вĕçленчĕ. Тарават кĕтсе илчĕç мана вĕсем мăшăрĕпе, Роза Ивановнăпа. Вениамин Николаевича çитмĕлте тесе калаймăн. Эпĕ пырса кĕнĕ чухне утă хатĕрлетчĕç. Хуçалăхĕ таса, пур çĕрте те йĕрке, çурчĕ пысăк, нумай пÿлĕмлĕ. Кил хуçи ĕлĕкхисене аса илчĕ, унччен колхоз уйĕнче трактор-комбайнпа епле тăрăшса ĕçлени пирки каласа пачĕ. Сăн ÿкерчĕксен альбомĕсене пăхрăмăр.
Нушаллă ÿснĕ Вениамин ялта. Ашшĕ вăрçăра, 1942 çулта, хыпарсăр çухалнă. Вениамин вăл вăхăтра тăваттăри ача пулнă. Амăшĕ, Антонина Романова, 1916 çулхискер, ялти ытти çынсем пекех канма пĕлмесĕр ĕçленĕ. Çав хăрушă çулсем сăхăтпуçсене те самай терт кÿнĕ. Ачаранах Вениамин механизатор ĕçне кăмăлланă. Плугарьте, прицеп çаклатаканра ĕçленĕ. Ун чух плуг çинчи çын тимĕр ларкăч çинче руль тытса, плуга улăхтарса-антарса пынă. Трактор хыçĕнчен тухакан çăра тусана чылай сывланă. Ывăннипе çывăрса кайса плуг ÿксе суранланнă е вилнĕ тĕслĕхсем те пулнă таврара. Плуга çĕклентерме вăй самай кирлĕ пулнă. Çаксене куç умне кăларсан Вениамин ассăн сывларĕ.
Вăл Ашхабадри чикĕ сыхлакан çарта службăра пулнă. 1960 çулхи пуш уйăхĕнче пуçлăхсем амăшĕ ячĕпе, ывăлне мухтаса, тав сăмахĕсем çырнă çыру янă. Çак мар-и амăшĕшĕн чи ăшă, лăпкă, чунĕшĕн савăнăçлă япала! Салтакран таврăнсан каччă тракториста вĕренсе тухнă, ăна ĕçлеме Казахстанри Остакаровск районĕнчи “Родниковский” колхоза янă. Унтанпа вăл Тăвайĕнче, ытти колхозсенче, Сăхăтпуçĕнче нумай çул тăрăшнă, вăхăт çитсен тивĕçлĕ канăва тухнă. Трактористăн ирех тăмалла, техникăна тĕрĕслемелле, ваннă пайсене улăштармалла. Хирте е çул çинче çĕмĕрĕлсен, пĕччен тĕрмешнĕ самантсем халĕ чунне ыраттарса аса килеççĕ. Кама мĕн калăн; Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн В.Наумова нумай медальпе тата Хисеп хучĕсемпе наградăланă. 40 çул ытла унăн ĕç стажĕ. Сывлăхне шеллемесĕр, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Çавах та пенси укçине сахал тÿлеççĕ. Çакнашкал ĕçчен çынсене шута хуманни мар-ши ку;
Вениаминпа Роза ултă ача пăхса çитĕнтернĕ, пурте йĕркеллĕ пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ. Ашшĕ-амăшне хисеплеççĕ. Роза Ивановна Чÿкçырми хĕрĕ пулнă. 1964 çултанпа Сăхăтпуçĕнче пурăнать, тивĕçлĕ канура халь. Питĕ кал-кал калаçать, çакнашкал харсăр арçынпа шăпине çыхăнтарнăшăн чунĕ савăнать унăн, çакна калаçса ларнă самантра лайăх туйрăм. Ăшă кăмăллă, ĕçре маттур çынсемпе пурăнма савăк. Чĕрере савăнăç туйăмĕ нумайччен кĕвве хывăнса юлать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"