25 сентября 2009 г.
Экономикăри кризис пирки калаçнине итлеме хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Çак сăмах халь пурне те шиклентерет. Коллективсен ертÿçисем ăна пула, малтан йышăннă тĕллевсене пăрахăçласа, юлашки квартала лайăх кăтартусемпе вĕçлессишĕн васкаварлă мерăсем йышăнаççĕ. Пĕр çĕрте ĕçлекенсен йышне чакараççĕ, тепĕр йышра тÿлемен отпусксене яраççĕ, виççĕмĕшсенче вара кĕтеççĕ. Кризис вĕсене тĕкĕнмессе шанаççĕ. Вăл пурнăç аталанăвне ан чăрмантартăр тесе Раççей, республика, район шайĕнче тивĕçлĕ мерăсем йышăнни пирки пĕлтерсех тăраççĕ-ха. Çапах та пурнăç лайăхланса пырать тесе хальлĕхе калаймастпăр. Ял хуçалăхĕ кунсерен тенĕ пек начарланса пырать. Ку сăмах май пулчĕ-ха.
Ман культурăри кризис пирки сăмах пуçарас килет. Шупашкарти концерт-спектакльсемпе паллашайми пултăмăр. Паллă артистсем патне хамăр та каяймастпăр, вĕсем те ялсене тухаймаççĕ йывăрлăха пула. Кĕнекесем вулама вăхăт çук пирĕн. Çынсем хушшинче хамăра культурăллă тытасси пирки мантăмăр тахçанах. Пĕр-пĕрне чуна витермелле сăмахсем каласа та пулин “тавăрма” вĕренсе çитрĕмĕр. Çынна ăс-хакăлĕпе тавракурăмĕ тăрăх мар, кĕсйин хулăнăшĕ тăрăх хаклатпăр. Малтан тус-юлташ пулнă çын ятне, тĕрлĕ сăмах сарса, Интернет урлă та варалатпăр. Вăл лайăх пурăннине ăмсанатпăр, кĕвĕ-çетпĕр, вĕчĕрхенетпĕр еплерех тата. Çавнашкал тĕслĕх нумай илсе кăтартма пулать. Чун-чĕри, ăс-хакăлĕ кунсерен чухăнлансах пырать çапла хăш-пĕрисен. Вĕсене паян пурăнса пултăр. Ыранхи пирки шухăшламаççĕ çавнашкаллисем. Çын хушшинче çынла пулма тăрăшманнинчен лайăххине кĕтмелли çук. Ман шутпа, хамăр чунăмăрти кризиса пĕтермелле малтан. Пĕр-пĕрне хисеплесе, пулăшса пурăнмалла. Çĕнĕ утияла харпăр хăй çине кăна мар, йывăрлăхрисем çине те витмелле.
Источник: "Ял ĕçченĕ"