25 сентября 2009 г.
Наркотикла япаласене хирĕçлесе районта чылай ĕç туса ирттереççĕ. Шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем ку енĕпе тимлĕхе çухатмаççĕ. Тăвайри тĕп больницăра ĕçлекенсем наркотик еплерех сиен кÿни пирки шкулсенче, ялсенче калаçусем йĕркелеççĕ. Хаçатра та хускатаççĕ ку ыйтăва. “Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” акци кашни çулах иртет районти вĕрентÿ çурчĕсенче. Тестсем ирттереççĕ. Ыйтусене хуравланине тĕпчесен çакă палăрать, ачасем киревсĕр йăлана хирĕçлеççĕ.
Наркăмăшлă япалапа усă курсан, çыннăн пуç мими сиенленет, нерв системи пăсăлать, ытти органсем те начарланаççĕ. Морфин, кокаин, кантăр тата ытти наркотиксем самантлăха кăна канлĕх серепине кĕртсе ÿкереççĕ. Кайран вара самаях сăтăр тăваççĕ вĕсем. Çавăнпа наркотикпа нихăçан та ан çыхланăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"