25 сентября 2009 г.
Çулсем тикĕс те такăр пулни çуран çÿрекене те, транспортпа çула тухакана та савăнтарать. Акă, иртнĕ кунсенче “Дорстрой” ООО ĕçченĕсем Тĕмерти Ленин тата Калинин урамĕнчи çулсене юсарĕç. Çул варрисем тĕл-тĕл çурăлса, шăтăклă-путăклă пулса кайнăччĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама ял тăрăхĕ вырăнти бюджетран 100 пин тенкĕ уйăрнă.
Амалăхра ял остановкинчен пуçласа магазин патне çити асфальтлă çула юсаса çĕнетнĕ. Кунта Çĕрпÿри “Проектстрой” организацири çул-йĕр ăстисем тăрăшнă. Вĕсемех кантур умĕнчи площадкăна юсаса тирпейленĕ. Пĕтĕмпе 80 пин тенкĕлĕх строительство ĕçĕсем тунă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"