АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕккисемшĕн– “иккĕмĕш амăшĕ” (Образование)

25 сентября 2009 г.

Ачасене юратнăран суйласа илнĕ В.М.Григорьева воспитатель профессине. Канаш хĕрĕ хулари педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн 8 çул Вăрнар поселокĕнче тăрăшнă. Ураскасси каччипе Владимир Григорьевпа çемье çавăрнă хыççăн ялтах тĕпленнĕ çамрăк мăшăр.
Валентина Михайловна Эльпуçĕнчи вăтам шкулăн Çĕнçырмари филиалĕнче тăрăшать, пĕчĕкскерсене шкула кайма хатĕрлет. Вăл ачасемшĕн чунне пама хатĕр. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕрен, тĕрлĕ интереслĕ мероприятисене явăçтарнăран, яланах кăмăллă та çепĕç калаçнăран ача-пăча та, аслисем те юратаççĕ, сума сăваççĕ ăна.
В.Григорьева хатĕрлесе ирттерекен утренниксем, уяв каçĕсем, викторинăсем, конкурссем яланах тулли содержаниллĕ, кăсăклă. Ачасем тăван тăрăха походсене, экскурсисене çÿреççĕ. Учитель вĕсене çут çанталăк илемне курма, унăн пуянлăхне упрамалли çинчен вĕрентет. Чун ăшшипе çепĕçлĕхĕ вара пурин валли те çитет. Ахальтен мар пĕчĕкскерсем амăшĕ пекех ун патне туртăнаççĕ. Вĕсене пĕлÿ тĕнчинче малтанхи утăмсем тума вĕрентмелле, мĕн чухлĕ тÿсĕмлĕх, вăй-хал кирлĕ вĕрентекене. Çамрăксен пуласлăхĕ малтанхи çулсенченех хывăнать. 32 çул çакна яланах асра тытса, яваплăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать Валентина Михайловна.
Вăл шкулта ĕçленисĕр пуçне Ураскассинчи библиотекăра та вăй хурать. Кунта та тĕрлĕрен культурăллă-массăллă мероприятисем йĕркелет, халăха анлăн явăçтарать. Вулакансен йышĕ ÿссе пырать, кÿршĕ ялтан та вулавăша тулли кăмăлтан çÿреççĕ.
Валентина Михайловна ăста воспитатель, пултаруллă библиотекарь кăна мар, лайăх анне, ырă кукамай та. Хĕрĕ Галина Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, Канашри краеведени музейĕнче ĕçлет. Ывăлĕ Александр Шупашкарта ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлÿ илет. Шел, мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ. Апла пулин те, В.Григорьева пуçне усмарĕ, хăйĕн тĕпренчĕкĕсене малалла вĕрентес тесе вăй-халне шеллемерĕ. Хĕрарăм пуççăн кермен пек çурт çĕклесе лартрĕ.
Сăпайлă та çепĕç кăмăл-туйăмлă хĕрарăм çынсене ĕçпе те, сăмахпа та пулăшма тăрăшать. Коллективра хисеплĕ, авторитетлă. Пултаруллă воспитательницăна професси кунĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçусем, телей сунас килет.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика