АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир ĕçченĕсене чысларĕç (Сельское хозяйство)

25 сентября 2009 г.

Кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа “Акконд-агро фирма” общество ертÿçисем ĕçченсене чысларĕç. Унта пĕтĕм коллектив хутшăнчĕ темелле. Така пусса шÿрпе пĕçерчĕç, комбайнерсемпе водительсен, механизаторсен ячĕпе ăшă сăмах нумай каларĕç. “Акконд–агро” уй-хир ĕçĕ-сене вăхăтра пурнăçласа пыма тăрăшрĕ. 1363 гектар çинчен пурĕ 2920 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç 21,4 центнерпа танлашать. Элеватора 1140 тн. тырă ăсатнă.
Вырма ĕçĕнче Вячеслав Семеновпа ăна пулăшакан Г.Егоров (12000цн.), В.Капитоновпа унăн пулăшуçи А.Тимофеев (10659 цн.) тата Г.Егоровпа унăн пулăшуçи Н.Ерастов (8069) экипажĕсем хастар ĕçлерĕç.
Комбайнсем патĕнчен йĕтеме “ЗИЛ”семпе Н.Михайлов, Н.Поликарпов, И.Тимофеев водительсем турттарса тăчĕç.
Акционерсен обществи çавăн пекех выльăх апачĕ хатĕрлессине те тимленĕ, вăл иртнĕ çулхинчен ытларах та. Утă 493, улăм 350 тонна, силоспа сенаж пур. 192 гектар çинчи кукурузăна Юрий Яковлевпа ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Михаил Егоров “Полесье” комбайнсемпе çулса пуçтарчĕç.
Пĕр вăхăтрах çĕр хатĕрлесси пирки те манман. Г.Григорьев механизатор Case–180 тракторпа кăна 190 гектар сухаланă, дискаторпа та ĕçлесе хатĕрленĕ. М. Егоров механизатор Case–310 агрегатпа 605 га кĕрхи тулă (”Московская–39”) акса хăварнă, çав шутран 30 ытларах гектарĕ – çуллахи симĕс масса валли. Общество кĕрхи тулла ытларах вырăн панă, мĕншĕн тесен çурхи культурăсен (пĕр лаптăкри урпасăр пуçне) тухăçĕ начартарах. Суха ĕçĕсене çанталăк панă таран ытларах та пурнăçласшăн. Çак ĕç халĕ те пырать.
Кĕрхи ĕçсем вĕçленнине халалланă уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Коллектив пĕр шухăш-кăмăллă, çитес çул кăçалхинчен лайăхрах ĕçлес тĕллевлĕ пулни палăрчĕ кунта. Шăкăл-шăкăл калаçу пычĕ кĕреке сĕтелĕ хушшинче, ăшă кулăпа аса илмеллисем тупăнчĕç.
–Эпĕ, “Акконд–агро” тесен, малтан именеттĕм, унта калаçма юратман, строгий çынсем ĕçлеççĕ пуль тенĕччĕ. Анчах мана коллективра лайăх йышăнчĕç, кирлĕ вăхăтра пулăшма та ÿркенмерĕç. Хăвăрт кĕтĕм йыша. Ырă кăмăллă çынсем нумай пирĕн обществăра, – ăшшăн аса илчĕ нумаях пулмасть механизаторта ĕçлеме тытăннă Г.Григорьев. Н.Иванов, Н.Степанов, И.Сергеев, В.Смирнов, Н.Михайлов, В.Степанов, А.Козлов водительсем, В.Саперов тĕп инженер, В.Волков инженер-механик çамрăксемшĕн чăнах аксакалсем пекех ĕнтĕ. Вĕсем коллективран уйрăлмасăр 20–30 çул та ĕçлеççĕ.
Обществăна ертсе пыракансем ку çулхи çĕр ĕçĕпе кăмăллă пулни сисĕнчĕ. Уявра мастерскойра, комплексра ĕçлекенсем те пулчĕç.
Çавах та “Акконд–агрона” çĕр ĕçĕнче те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе те тата пысăкрах ÿсĕмсем сунас килет. Мĕншĕн тесен унăн, ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан, пурлăхпа техника бази çирĕпрех. Çĕнĕ технологисемпе, сортсемпе анлăрах усă курмалла. Паянхи тухăç ыранхи куна та тивĕçтерни çителĕксĕр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика