АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алран кайми аки-сухи (Сельское хозяйство)

25 сентября 2009 г.

Алран кайми аки-сухи (Сельское хозяйство)

Халĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче çуллахи пекех хĕрÿ вăхăт мар. Анчах производство объекчĕсем пур çĕрте ĕç чарăнса лармасть. Акă иртнĕ ытларикун пултăмăр “Красная Чувашия” ял хуçалăх производство кооперативĕнче. Уй-хирте кайăксен шăнкăрав сассисем кăна мар, моторсен шавĕ те чылай лăпланнă: тĕш тырăсемпе выльăх апачлĕх культурăсене пухса кĕртнĕ, çĕрулмине кăларса пуçтарнă. Тырă çапса илнĕ çĕрте 5 комбайн ĕçленĕ: хуçалăхăн хăйĕн виççĕ, С.А.Лазарев фермерăн пĕр комбайнĕ тата Çĕнçырмаран тепĕр комбайн. Уйрăмах Петр Дмитриевпа Алексей Лаврентьев комбайнерсем хастар пулнине палăртрĕ Виктор Анатольевич Шутов тĕп агроном. Иван Лукинпа Анатолий Александров та тăрăшнă. Тырă тухăçĕ вара тĕрлĕ уйра тĕрлĕрен. Урпапа кĕрхи тулă чи тухăçлисен шутĕнче. Кĕрхи тулă вăтăр гектарлă уйра 35 центнер таран сĕрĕшни те пулнă. Ку вăл енĕшнăрвашсемшĕн ылтăн участок. Çакăнпа пĕрлех ылтăн-кĕмĕлтен чылай аякра тăракан участоксем те пулнă. “Дисклă сÿрепе пĕр хут кăна кăпкалатса акнă уйсенче тырă тухăçĕ 10–11 центнертан ытла пухăнмарĕ”, – терĕ В.Шутов тĕп агроном. Çав ĕç хатĕрĕпех çĕре икĕ хут кăпкалатса акнă çĕрте тухăç аванрах пулнине çирĕплетсе пачĕ цифрăсемпе. Çакăнтан вывод: çĕре вăхăтра лайăх кăпкалатса хатĕрлемелле, ял хуçалăх культурисене тивĕçлĕ агрофон туса пама тăрăшмалла. Çапла туни тухăçа ырă витĕм кÿрĕ. Тепĕр тесен, ку вăл яланах çапла пулнă. Çавăнпа условисем туса памалла.
“Иккĕмĕш çăкăр” та шултра та кăпăл-капăл пухса кĕртмелле çитĕнеймен. 35 гектар уйăрнă асăннă культурăна, анчах тухăçĕ начар тесен те юрать-мĕн. Икĕ-виçĕ хут вăрлăхлăх кăна кăларса пухнă. Хальхи вăхăтра ăна колхозниксем вăрлăхлăх суйласа хатĕрлеççĕ, мĕншĕн тесен çĕр улмине хуçалăхра çитес çул та лартса тума палăртаççĕ. Ăна валли кивелнĕ люцерна пуссине пăсаççĕ. Эпир хуçалăхăн машина-трактор паркĕнче пулнă чухне Анатолий Иванович Николаев механизатор тăватă корпуслă плуга шăпах люцерна пăсма майлаштарса хатĕрлетчĕ, отвалсем çумне çĕнĕ лемехсем улăштарса çирĕплететчĕ. ”Туса пĕтеретĕп те, паянах Аврам кати патĕнчи люцерна уйне пăсса сухалама тытăнатăп”, – хăй шухăшне пĕлтерчĕ механизатор. Вăл, хăй каланă тăрăх, ĕмрипех хуçалăхра, çĕр ĕçĕнче тăрмашать. Арăмĕ вара, Елизавета Михайловна, Енĕш Нăрвашри ветлечебница заведующийĕ. Аллăран иртнĕ аслă пĕлÿллĕ специалист асăннă ветучреждение сакăрвуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнченпе ăнăçлă ертсе пынине каларĕç. Анчах ку вăл сăмах майăн пулчĕ-ха.
Хуçалăхăн ку вăхăт тĕлне 65 гектар çĕртме сухи туни пур. Тен, ăна кăçалах кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварма кăпкалатнă пуль, анчах хуçалăхра 108 гектар кĕрхи тулăпа 50 гектар кĕрхи ыраш акнă хыççăн кĕр акине вĕçленĕ. Пĕлтĕр кĕр тыррисем 500 гектар пулнă, тĕпрен илсен, начар мар тухăç панă. Кăçал пурĕ 158 гектар акса ĕлкĕрнĕ, çапла вара килес çул çурхи ĕçсен калăпăшĕ ÿсет. Пĕреххут, çĕртме сухи ытларах тăвайĕç-ши;
Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тума техника паркĕ çултан çул кивелсе пыни те, солярка, ытти çунтармалли-сĕрмелли материалсем, запас пайсем çитсе пыманни те питĕ ура хурать паллах. Ял продукцийĕ йÿнĕ. Кĕрхи ыраш ярса пăхнă-ха, килограмĕ 2 тенкĕ ытларахпа çеç кайнă. Виçĕмçул-тăватăмçулсенче выльăх апачлĕх пăрçа вăрлăхĕ сутса чылай укçа тунăччĕ енĕшнăрвашсем, 1 миллион та 200 пин тенкĕлĕх те сутнă пек астăватăп пĕр çулхине, кăçал илекен пулман. Хуçалăх ĕçĕ вара çăмăл мар. Кĕрхи кун пуçтарать. Вăхăтра ĕлкĕреймесен, продукци пĕтет. Укçа-тенкĕпе, топливăпа тивĕçтерес тесе, хуçалăхра ĕне выльăх нумай сутнă, çĕçĕ айне янă. Ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ çукки ял хуçалăхне хытах “хуçать”. Чăн та, хăш-пĕр енĕпе ялта тавар туса илекенсен хăйсен те çаврăнăçуллăрах та пуçаруллăрах, тавçăруллăрах пулни, лару-тăрăва тарăннăн тишкерме пĕлни кирлĕ.
Эпир “Красная Чувашия” хуçалăха кайнă чухне çулăн сулахай енче Тăрмăшри Ленин ячĕллĕ ЯХПК уйĕнче пĕр агрегат рулонлă пресспа улăм пухса преслатчĕ. “Красная Чувашия” хуçалăхăн ун пек рулонлă пресс, телее, иккĕ те пур. В.В.Филиппов ертÿçĕ чухне туяннăччĕ пулас вĕсене. Енĕшнăрвашсем вĕсемпе утă-улăма пресласа хунă.
Халĕ механизациленĕ йĕтемре сĕлĕпе пăрçа хутăшне аллаççĕ. Пĕр-пĕринчен уйăрса вăрлăхлăх хываççĕ иккен вĕсене. Пăрçаллă культурăсем кăçал начартарах пулнине каларĕ тĕп агроном. Ытти тĕш тырă культурисемпе вăрлăхсем çителĕклĕ хывса хăварнă, терĕ. Эпир пынă чухне “Россельхозцентрăн” Тăвайри филиалĕн специалисчĕсем анализ илсе вĕсен пахалăхне тĕрĕслеме илсе кайрĕç. Вăрлăхсене çавах та тепĕр хут аллама, Гигант сортировкăпа усă курса кондицие çитерме тивессине каларĕ Виктор Анатольевич Шутов. Хальхи вăхăтра сĕлĕпе пăрçа хутăшне алланă çĕрте Валентина Михайлолва, Юлия Майраслова, Ирина Спиридонова, Галина Лукина, Людмила Скороходова, Александра Лукина тата больничнăйпа сипленекен Василий Иванов машиновед вырăнне вăхăтлăха Игорь Павлов тăрăшнине каласа пачĕ.
Ĕçлемесĕр, вăй хумасăр ÿсĕнменни паллă ĕнтĕ. Çакăнсăр пуçне ялсен малашлăхĕ патшалăх ĕçĕ-хĕлĕнчен, унăн пулăшăвĕнчен те нумай килĕ. Çăкăртан аслă пулма хушман.
 
Сăн ÿкерчĕкре: А.И.Николаев механизатор.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика