АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус еплерех сиенлет( (Здравоохранение)

22 сентября 2009 г.

Пирус çуннă чухне сăмала йĕркеленет, пĕтĕм виçен 10 процентне яхăн. Вăл – чи сиенли. Туртакан çыннăн ÿпкине çулталăкра 1 килограма яхăн сăмала лекет.
Пирусра белок та пур. Вăл çуннă хыççăн лайăх мар шăршă тухать тата йÿçеклĕх юлать.
Радиоактивлă пайăрка çынна мĕнле сиен кÿни пирки Чернобыльте авари пулнă хыççăн тата ытларах пĕлтĕмĕр. Кунне пĕр пачка туртакан çулталăкра 500-е яхăн рентген илет.
Циани водорочĕ рака каяс хăрушлăха ÿстерет.
Йăсăрланакан пирус температури – 300 градуса яхăн. Сывлăш вара тĕтĕмрен сивĕрех. Температура пĕр пек пулманни те пирусçă организмне чылай сиен кÿрет.
Икĕ валентлă углерод окиçĕ сĕрĕм газĕ шутланать. Туртакансен юнĕнче ăна пула кислород сахалланать. Ÿт тĕртемĕ, пуç мими нушаланать, чĕрепе ÿпкен хăвăртрах ĕçлеме тивет. Сĕрĕм газĕ артери стенкисене те сиенлет.
Синиль йÿçĕкĕ юнран кислород илме кансĕрлет, нерв тытăмне уйрăмах нушалантарать.
Çын кĕлеткин 70 проценчĕ шывран тăрать. Пирус туртнă хыççăн тухакан аммиак унта ирĕлет те нашатырь хутăшне куçать, сывлав çулĕн лăймака сийне “çунтарать”.
Никотин та пур пирус сĕрĕмĕнче. Вăл вăйлă наркăмăш шутланать. Тĕрекленсе çитмен çамрăк организм никотина питĕ сисĕмлĕ. Вăл харăсах 10 сигарет мăкăрлантарсан, пурнăçпа сывпуллашма пултарать. Асăннă наркăмăшпа сиенленсен вăй-хал пĕтет, пуç çаврăнать тата ыратать, чĕре хытă тапать, сĕлеке нумай тухать, хăлха шавлать, сăн шуралса каять.
Пирус тĕтĕмĕнче химин виçĕ пин ытла пĕрлешĕвĕ пур. Ав еплерех сиенлĕ япала вăл.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика