АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемсĕр пурнăç çук (Образование, общество)

22 сентября 2009 г.

Ачасемсĕр пурнăç çук (Образование, общество)

–Галина Сильвестровна, мана питĕ ăшă. Кофтăна хывма юрать-и;
–Ку мĕнле чечек-ши;
–Пилеш мĕншĕн йÿçĕ;
Пĕр ыйту хыççăн теприне параççĕ ачасем. Пур япала та кăсăклантарать вĕсене.
Вунă минут тăтăм пуль çапла Тăвайри “Пĕчĕк ача” ятлă иккĕмĕш номерлĕ ясли-садăн картишĕнчи шăпăрлансене сăнаса. Пирĕн пуласлăхăмăрăн калчисем самантлăха та пулин пĕр вырăнта ларманнине курса савăнтăм. Пĕрисем хăйăр купи çинче тĕрмешеççĕ, теприсем ятарласа тунă тăвайккинчен ярăнса анаççĕ, виççĕмĕшсем лайăх çирĕплетнĕ тимĕр пусмапа кăштах улăхса, çаврашка витĕр тухаççĕ. Картишĕнчи сĕтел хушшинче тĕрмешекенсем те пур. Тÿпери сарă хĕвел ăшшипе киленме тухнă пĕчĕк чăх чĕпписене аса илтереççĕ ачасем.
Г.Качимова воспитательница кашнинпе калаçма пĕлет. Пĕринне тутăрне майласа ярать, умĕнчи хĕр ачан ыйтăвне ăнланмалла хуравлать. Çав вăхăтра çывăхри йывăç çине хăпарма хăтланакан арçын ачана та асăрхама ĕлкĕрет. “Ан улăх унта”, – тет лăпкăн.
Уçă сывлăшра ытларах çÿресен пĕчĕккисем сывлăхлă çитĕннине аван пĕлеççĕ иккĕмĕш номерлĕ ача садĕнче. Урамра пулма уйăрнă вăхăтпа туллин усă кураççĕ ав.
Вăтам ушкăнри ачасемпе ĕçлет кăçал Галина Качимова воспитательница. Ăна ĕçре Эльвира Сальникова пулăшать.
–Ачасемсĕр пурнăç çук пек туйăнать. Канмалли кунсенче вĕсемшĕн тунсăхлама пуçлатăп. Çирĕм сакăр çул хыçа юлчĕ те çак пĕчĕк çынсемпе тăрмашса. Кайран, ÿссен куратăп та вĕсене, çĕр-шыва юрăхлă çын пулнăшăн савăнатăп. Эпĕ калани, ĕçлени ахаль пулман эппин, тесе шухăшлатăп, – хăйĕн ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ хĕрарăм.
Г.Качимова – виçĕ ывăл амăшĕ. Алешăпа Леня çемьеленнĕ. Кĕçĕнни, Павăл, Канашри педагогика колледжĕнче пĕлÿ илет. Воспитани парас енĕпе пысăк опыт пухнă хĕрарăм вĕсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать, кирлĕ чухне сĕнÿсемпе пулăшать.
Эпир калаçнă хушăра ача садне çÿрекенсен апат çиме вăхăт çитрĕ пулас. Алла-аллăн тытăнса çурталла утрĕç пĕчĕккисем. Кун хыççăн кун иртет çапла, çамрăк ăру лайăх воспитани илсе çитĕнет.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача садĕнче ĕçлекен Г.Качимова ачасемпе пĕрле.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика