АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкекрен сыхă пулар (Общество)

22 сентября 2009 г.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-службин даннăйĕсем тăрăх, 2009 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне республика территорийĕнче 926 пушар тухнă, пурлăх тĕлĕшĕнчен 37 миллион тенкĕлĕх шар курнă. Вут-çулăмра 71 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, çав шутра 6 ача вилнĕ, 47 çын сусăрланнă.
Пушар вăхăтĕнче 493 çынна инкекрен çăлса хăварма май килнĕ.
Районта вара кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне 15 пушар пулнă, инкекре 500 пин тенкĕлĕх ытла пурлăх пĕтнĕ, 1 çын вилнĕ. Вут-çулăмра пурăнмалли 6 çурт-йĕр, 2 хуралтă, 3 сарай тата 1 техника çунса кайнă.
Юлашки вăхăтра уйрăмах электрооборудованипе, хутса ăшăтмалли кăмакасем юсавсăр пулнипе тата вĕсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе час-часах пушар тухнине палăртмалла, çавăнпа кил хуçисен тимлĕхе татах та татах ÿстерме кирлине кăтартса памалла.
Пурăнмалли секторта пушартан сыхланассипе профилактикăна вăйлатас тĕлĕшпе сентябрь-октябрь уйăхĕсенче “Пурăнмалли çурт-йĕр–2009” операцин иккĕмĕш тапхăрне ирттереççĕ. Пĕрремĕш тапхăр вăхăтĕнче – апрель-май уйăхĕсенче – ку енĕпе чылай ĕç тунă. Çынсен кил хуçалăхĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕ мĕнлине тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсене кăтартса панă, вĕсене пĕтерме хушнă, пĕрлех ăнлантару ĕçне те туса пынă.
Граждансем, вут-çулăмпа асăрхануллă пулăр, юсавсăр электроприборсемпе, кăмакасемпе, харпăр хăй тĕллĕн тунă предохранительсемпе (”жучоксемпе”), изоляци сиенленнĕ электропроводсемпе усă ан курăр. Кил хуçалăхра шыв тултарнă пичке-катка (200 литртан кая мар) тытăр. Сыхă, тимлĕ, ăнлануллă пулни пурнăçра питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика