22 сентября 2009 г.
1. Муниципаллă харпăрлăхри пÿлĕме тара илсе апат-çимĕç магазинĕ уçнăранпа 5 çул çитрĕ ĕнтĕ. Эпĕ çав пÿлĕме харпăрлăха илме пултараймастăп-и;
2008 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнчи 159-мĕш федераллă законпа килĕшÿллĕн вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен хăйсем арендăна илекен куçман пурлăха рынок хакĕпе (ăна никама пăхăнман хак хуракансем палăртаççĕ) ыттисенчен маларах туянма право пур. Çапла тума акă мĕнле условисем кирлĕ:
а) арендăна илнĕ пурлăхпа вăхăтлăха тата пĕр чарăнми виçĕ е ытларах çултан кая мар усă курни;
б) тара илнĕ пÿлĕмшĕн аренда укçине вăхăтра тата кирлĕ чухлĕ тÿлесе пыни;
в) тара илнĕ пÿлĕм лаптăкĕ 5 тăв. метртан кая мар, çав вăхăтрах 10000 тăв. метртан ытла пулмалла мар;
г) тара илнĕ пÿлĕме патшалăх е муниципаллă пурлăх переченне кĕртмен, ăна харпăрлăха куçарма е вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене усă курма пама пăхнă пулнă.
Анчах Законри çак положенисене те палăртса хăвармалла: аренда шучĕпе усă куракан пÿлĕме ыттисенчен маларах туянмалли правăпа 2010 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен кăна усă курма пулать.
2. Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕн куçман пурлăха харпăрлăха куçарас-тăк регистраци органне мĕнле документсем тăратмалла-ши;
Харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ тутарма çак документсем кирлĕ:
1. Сутаканпа туянаканăн харпăрлăх правине регистрацилеме Федераллă регистраци службин Чăваш Республикинчи управленине ыйтса çырнă заявлени.
2. Заявитель кам пулнине çирĕплетекен документ, ун вырăнне представитель пулсан – нотариус патĕнче çирĕплетнĕ доверенность (подлинникпе копи).
3. Юридически лицон çакна тума право пуррине çирĕплетекен документсем.
4. Патшалăх пошлинине тÿленине (уйрăм çыннăн – 500 т., юридически лицон – 7500 т.) çирĕплетекен документ (подлинник тата копи).
5. Уполномоченнăй орган патшалăх (муниципаллă) пурлăхне приватизацилемелли условисем пирки тунă йышăну.
6. Арендăри пурлăха туянасси-сутасси пирки тунă килĕшÿ.
7. Харпăрлăха илекен пурлăхăнне рынок хакне палăртни çинчен отчет.
8. 2008 çулхи августăн 5-мĕшĕччен маларах тунă аренда килĕшĕвĕ (енчен те çав килĕшĕве (килĕшÿсене) Правăсен пĕрлехи патшалăх реестрне (ЕГРП) кĕртмен пулсан).
9. Арендăри пурлăха салука хуни çинчен тунă килĕшÿ (енчен те арендатор пÿлĕмшĕн кĕтмелле тÿлет).
10. Куçман пурлăх объекчĕн кадастр паспорчĕ (енчен те çав объектпа усă курмалли правăна ЕГРП регистрациленĕ пулсан, паспорт кирлĕ мар).
3. Вак предпринимательлĕх субъекчĕ арендăри пÿлĕме харпăрлăха куçарнин правине патшалăх регистрацийĕ тутармалли процедура нумай вăхăт йышăнать-и;
Граждансемпе юридически лицосен интересĕсене мала хурса харпăрлăх правине 15 кунран кая юлмасăр регистрацилеççĕ.
4. Эпĕ – предприниматель, арендăри пÿлĕме харпăрлăх шучĕпе тÿлесе илесшĕн, анчах пĕтĕм суммăна тÿрех тÿлесе татма пултараймастăп. Мĕн сĕннĕ пулăттăр çакнашкал лару-тăрура;
Законпа килĕшÿллĕн субъект арендăри пурлăха пĕр харăс тÿлесе татса та, е 5 çул хушшинче пайăн-пайăн тÿлесе те харпăрлăха илме пултарать. Енчен те вăл пайăн-пайăн тÿлес тет пулсан, туянас-сутас килĕшÿсĕр пуçне, йăлт тÿлесе татиччен çав пурлăха салука хывас пирки тепĕр килĕшÿ тума тивет, ăна та ытти документсемпе пĕрле регистрацилекен органа памалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"