АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăх какай çиес тĕк, чăххине усрамалла (Правопорядок)

22 сентября 2009 г.

Тăвайри ниçта та ĕçлемен арçыннăн чăх какайĕ питĕ çиес килнĕ. Анчах килĕнче кушаксăр пуçне урăх выльăх чунĕ пулман. Арçын ямăт тукмак туртас шухăшран ниепле те хăпайман. Çав тĕллевпех вăл çĕрле, çынсем çывăрма выртсан, Кооператив урамĕнчи пĕр сарайне номерлĕ çăрана уçса кĕрет те икĕ бройлера миххе чиксе каять "юрать-ха совеçĕ тăнч! пĕтмен, атту пулсан, саккăрăшне те чиксе кайма та пултарнă!". Какай çиме юратакан бройлерсенне тÿрех мăйĕсене пăрса хурана чăмтармасть, вĕсене сарайне кĕпе çăвакан машина ăшне “карантина” хупать.
Малаллахи кунсенче мĕн пулса иртнĕ 50 çултан иртнĕ арçынпа – калаймăпăр. Те эрехе пула манса кайнă вăл “трофей” пирки, те ерçÿ пулман, тен, Турри хăйех пулăшнă бройлерсен кун-çулне тăсма. Анчах ик-виç кун иртнĕ хыççăн бройлерсем хырăм выççине самаях туяççĕ, хăйсем пирки кăтиклесе систереççĕ. Вĕсен сассине кÿршĕ хĕрарăмĕ илтнĕ те шалт! тĕлĕннĕ: “Ара кусем кил хуçалăхра кушаксăр пуçне нимле чĕрĕ чун та усрамаççĕ вĕт-ха;”. Хăйĕн иккĕленĕвне вăл арçынна пĕлтерет. “Мĕн чăххи кăтиклетĕр унта; Кушаксем çуйăхаççĕ пуль”, – тавăрнă арçын.
Çавах та кушаксем мар, бройлерсемех ирĕке тухасшăн кăтикленĕ.
Халĕ ку тĕслĕхпе уголовнăй ĕç пуçарнă, следстви пырать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика