22 сентября 2009 г.
Раççей Президенчĕ Дмитрий Анатольевич Медведев Ярославльте иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери конференцире тухса калаçрĕ нумаях пулмасть. “Раççей, малалла!” статйи кун çути курчĕ пичет кăларăмĕсенче. Эпĕ вĕсемпе тĕплĕн паллашрăм. Çĕршыври политикăпа общество пурнăçне, промышленноçпа ял хуçалăхне, ытти сферăна çĕнĕ варкăш паракан шухăшсем нумай унăн. “Эпир чăннипех хăйне евĕрлĕ вăхăтра пурăнатпăр. Пирĕн çĕнĕ, ирĕклĕ, аталанакан, вăйлă Раççей тумалли шанчăк пур”, – текен сăмахсем пурне те хавхалантараççĕ ĕнтĕ. Дмитрий Анатольевич пурнăçăмăрăн тĕрлĕ енне лайăх çутатса панă, малалла каймалли çул-йĕре палăртнă, çивĕч ыйтусене асăнса хăварнă. Пирĕн çĕршывăмăрăн малашлăх пур эппин. Раççей Президенчĕн сăмахĕсем чунсенче шанăç çуратаççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"