22 сентября 2009 г.

Иртнĕ вырсарникун Пĕтĕм Раççейри “Нацисен кросĕ–2009” чупу Тăвайра та пысăк активлăхпа тата массăлăхпа палăрса тăчĕ. Унта спорта юратакан 500 ытла çын хутшăнчĕ – 15 çулхи вĕренекенсенчен пуçласа çулланнă çынсем таранах. Ăмăртусем пĕр вăхăтрах спорт уявĕ кăна мар, сывă пурнăç йĕркине пропагандăламалли тĕслĕх те шутланаççĕ. Уява район пуçлăхĕ Н.Иванов хутшăнчĕ, спортсменсене саламласа ăнăçу сунчĕ.
Старта чи малтан ертÿçĕсем тухрĕç. Вĕсем 1 километра чупрĕç. Дистанцире Çĕнĕ Пуянкассинчи шкул ертÿçи, спортăн тĕрлĕ енĕпе аталаннă (футболист, волейболист, йĕлтĕрçĕ, çуран чупакан) Сергей Кириллов çăмăллăнах çĕнтерчĕ. Хĕрарăмсем хушшинче Тушкил ял поселени пуçлăхĕн çумĕ Ирина Филиппова мала тухрĕ.
1994 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах ачасем хушшинче Люсия Николаевапа (Йăнтăрчă шкулĕ) Алексей Максимов (Эльпуç шкулĕ), 1992 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах ачасем хушшинче Ульяна Ивановапа (Эльпуç шкулĕ) Николай Иванов (Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ) палăрчĕç.
Çитĕннисем 3 ушкăнра ăмăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Елена Шалыгинана (Йăнтăрчă ял поселенийĕ), Алексей Арапова (”Тăвайри кооператив”), Сергей Степанова (Перекет банкĕн Тăвайри хушма офисĕ), Ольга Васильевана (Тăвай шкулĕ), Александр Афанасьева (Тăрмăш шкулĕ) куратпăр.
Ăмăртусенче мала тухнисене, çĕнтерÿçĕ командăсене, чи хастар участниксене дипломсемпе парнесем парса чысланă.
Сăн ÿкерчĕкре: старт умĕн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"