18 сентября 2009 г.

Юнкун районта пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Унăн теми пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ку вăл – Чăваш Республикинче халăха пулăшас тата ачасен прависене хÿтĕлес ĕç мĕнле пулса пыни.
Пĕрлехи информаци кунне ирттерме Шупашкартан ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн килсе çитнĕ. Министр район пуçлăхĕпе Н.Ивановпа тĕл пулнă, Николай Ильич ăна кĕскен районти вĕрентÿ ĕçĕпе паллаштарнă. Паянхи кун Тăвай енри 10 шкулта 2086 ача вĕренет. “Ялти шкул автобусĕ” программăна пурнăçа кĕртнĕ май юлашки çулсенче шкулсене 8 автобуспа тата 3 микроавтобуспа тивĕçтернĕ. Вĕсем пулăшнипе 14 ялта 473 вĕренекене ресурс центрĕпе никĕс шкулĕсене турттараççĕ. Пур вăтам шкулта та профиль хатĕрленĕвĕпе ĕçлеççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче аслă классенче вĕренекенсене 100 проценчĕпех профиль вĕрентĕвне явăçтарнă (2002 çулта – 4,6, 2008 çулта – 85,6 процентне). Вĕренекенсене ку е вăл предметпа кăсăклантарас тата çав пултарулăха аталантарас тĕллевпе шкулсенче элективлă курссем, тĕрлĕ предметсемпе кружоксем йĕркеленĕ.
Районта 20 предметпа ирттернĕ олимпиадăсене 812 вĕренекен хутшăннă, 256 вĕренекен малти вырăнсем йышăннă.
Шкул çулне çитмен ачасен 9 вĕренÿ учрежденине тата кĕске вăхăтлăх ĕçлекен 4 ушкăна 602 ача çÿрет, ку вăл 1 çулталăкран пуçласа 6,5 çултан аслă мар ачасен 57проценчĕ.
Кĕске калаçу хыççăн район пуçлăхĕ Н.Ивановпа вĕрентÿ министрĕ Г.Чернова тата райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров Эльпуçĕнчи вăтам шкула çитнĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, педагогсемпе тĕл пулса калаçнă.
Эльпуç шкулне 1880 çулта уçнă. Пурĕ 54 кăларăм пулнă, шкултан 1907 ача вĕренсе тухнă. Ку вĕренÿ çулĕнче шкула 166 ача çÿрет.
Министр вуннăмĕш класри Сергей Афанасьев тата Лариса Константинова вĕренекенсемпе калаçу пуçарнă. Шкул парламенчĕн членĕсем ачасен вĕренĕвĕ, вĕсен обществăпа спорт пурнăçĕнчи хастарлăхĕ çинчен каласа кăтартнă. Министр шкул коллективĕпе ирĕклĕн те уççăн пынă калаçупа, шкула сăнласа панипе кăмăллă юлнă, анчах вĕренекенсен пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытнин кăтартăвĕсем республика кăтартăвĕсенчен юлса пынине палăртнă, çак таранччен те шкул тăвайккинчен яла хăпарма ял-йышпа, мирпе картлашка тăвайманшăн шкул ертÿçисем тĕлĕшпе ÿпкев тунă.
Юлашкинчен Галина Петровна шкулăн вĕрентÿ ĕçĕнчи хĕсĕк вырăнĕсене кăтартса хăварнă, ку таранччен пухнă опытпа тирпейлĕн те витĕмлĕрех усă курмаллине палăртнă. Ун хыççăн район пуçлăхĕпе вĕрентÿ министрĕ районти вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисен канашлăвне хутшăннă.
Патшалăх статистикин территорири органăн ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан Э.Г.Максимова Чутей ял поселенинче, “Волгателеком” обществăн ЧР филиал директорĕ С.Н. Пчеляков Тăрмăш ял поселенинче пулнă.
Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Виктор Сергеевич Бондарев, район администрацийĕн социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕн ертÿçи Геннадий Арсентьевич Масленников, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Лия Вениаминовна Яковлева малтан Тăрмăшри культура çуртĕнчи юсав ĕçĕсемпе паллашрĕç. Залри урайне çĕнететчĕç унта. Л.Андреева библиотекарь вулав залĕнчи сĕтел хушшинчеччĕ. Культура министрĕн çумĕ В.Бондарев кĕнекесен фончĕпе кăсăкланчĕ. Чăвашла çырнă пичет изданисемпе еплерех тивĕçтерни, хаçат-журнал çырăнтарăвĕ пирки те ыйтса пĕлчĕ.
Енĕш Нăрвашри тĕслĕх библиотекинче З.Мижеевапа Н.Дмитриева библиотекарьсем кĕтсе илчĕç. Вĕсем кĕскен хăйсен ĕçĕ пирки каласа кăтартрĕç. 1951 çулхи утă уйăхĕнче уçнă ялти вулавăша. Çур ĕмĕр ытла тивĕçтерет вăл çынсене. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Указне пурнăçласа Енĕш Нăрвашра 2004 çулхи утă уйăхĕнче тĕслĕх библиотеки ĕçлеме пуçланă. Çĕнĕ технологипе кунта тĕрлĕ информаци илесси чылай лайăхланнă.
Виктор Сергеевич çÿлерех асăннă темăпа калаçу пуçарчĕ, республикăра культура çурчĕсене модернизацилес ĕç пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ, чылай сĕнÿсем пачĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
Лия Вениаминовна пенси тÿлевĕнчи çĕнĕлĕхсемпе амăшĕн капиталне илмелли йĕркесемпе паллаштарчĕ. 2007 çултанпа районта амăшĕн капиталĕн сертификатне 258 çынна панă. Асăннă капиталăн сумминчен кредит тÿлевне тума ыйтса 27 заявлени пырса кĕнĕ, Тăвай енри 201 амăшĕ капиталăн пĕр хутчен тÿлекен укçа-тенкĕ суммине (12 пин) илме кăмăл тунă. Тата ытти пирки те сăмах пынă информаци кунĕнче.
Асăннă ушкăн Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем мĕнле пынине кĕрсе курнă, историпе мемориал музейĕн ĕçĕпе кăмăллă юлнă.
Тăвайри культурăпа кану центрĕнче те пултăмăр, залра юсавçăсем вăй хуратчĕç. Культура çурчĕсене çĕнетмелли программăна кунта мĕнле пурнăçа кĕртсе пынипе тĕплĕн кăсăкланчĕ министр çумĕ В.Бондарев.