АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси çынна шанăç кÿрет (Занятость)

15 сентября 2009 г.

Кирек мĕнле ĕçре те çынна специальность кирлĕ. Професси илнĕ çын пурнăçра ăнсăртран ĕçсĕр тăрса юлчĕ пулсан та, шырас кăмăлĕ пулсан, ĕç ăна тупатех е урăх тĕрлĕ професси те пулин илет.
Акă хальхи вăхăтра районти центр пулăшнипе газ операторĕсен вĕренÿ курсĕ ĕçлет. Сентябрĕн 20-мĕшĕнчен вара райпора сутуçăсен 2,5 уйăхлăх курсне уçатпăр. Вĕренекенсене патшалăх шутĕнчен стипенди, çул укçи тÿлеççĕ. Конкурспа аслă шкулсемпе ятарлă вĕрентÿ заведенийĕсене кĕреймесĕр юлнă çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ кĕске вăхăтра професси илни. Сутуçăсем вара халĕ пур çĕрте те кирлĕ.
Хăш-пĕр çынсем темшĕн ĕç шырама тăрăшмаççĕ. Ĕçсĕррисен йышĕнче вăрах вăхăт учетра тăракансем пур. Кăмăла килекен ĕç пĕтрĕ пулсан, урăх тĕрлĕ професси те илме пулать вĕт, çав шутра пирĕн центр урлă та. Ялта та фермер (хресчен) хуçалăхне уçма, килти хушма хуçалăха аталантарма майсем пур – ан ÿркен кăна. Çавах та çынсем хăйсен пурнăç йĕркине улăштарма, пуçаруллă пулма васкамаççĕ.
Ĕçсĕррисен йышĕнче сахал вĕреннĕ, квалификаци илеймен çамрăксем нумай. Вĕсене ĕç тупма вĕрентесси, професси илме пулăшасси – пирĕн тивĕç. Эпир вĕсем валли ĕç вырăнĕсен ярмăрккисем, треннингсем ирттеретпĕр, анчах нумайăшĕ вĕсенчен пăрăнасшăн. Вĕсемшĕн ĕçсĕр çыннăн статусĕ, патшалăх пособийĕ вырăнлăрах пек. Анчах патшалăх ĕмрипе “сăвакан ĕне” вырăнĕнче пулаймĕ. Çавăнпа та учета тăма васкакан е пăрса ĕлкĕрнĕ çынсене ĕçе вырнаçас ыйтупа куллен предприятисемпе организацисем, учрежденисем тăрăх çÿреме ыйтасшăн. Сахал мар чухне вĕсенче ĕç вырăнĕсем те пулаççĕ, анчах ĕç паракан ĕç шыракансемпе хăй тĕл пулса калаçасшăн, унăн пултарулăхне курса ĕненесшĕн.
 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика