15 сентября 2009 г.

Çĕр ĕçлекен çулталă-кĕнче ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çитĕнÿсем тăвассишĕн тимлеççĕ, тыр-пул тухăçĕ лайăх пултăр, выльăх-чĕрлĕх аван çитĕнтĕр тесе тăрăшаççĕ, мероприятисенче хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ.
Эрнекун ăратсемпе ĕçлекен “Чувашское” акционерлă обществăра республикăри ял хуçалăхри выльăхсен пиллĕкĕмĕш куравĕ пулнă. Унта ял хуçалăх таварне туса кăларакан 48 коллектив е çын, çав шутра ăрат завочĕ 7, ăрат çĕнетекенсен йышĕ – 19, 4 чăх-чĕп фабрики, 8 ял хуçалăх предприятийĕ, 10 хресчен "фермер" хуçалăхĕ тата уйрăм хушма хуçалăх хутшăннă.
Асăннă курава ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев уçнă, сăмах тухса каланă. Унта Шупашкар районĕн пуçлăхĕ А.Князев, патшалăх ветеринари службин ертÿçи В.Тихонов, Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ патшалăх ветеринари академин профессорĕ Р.Хаертдинов, Шупашкуарти ял хуçалăх академин ректорĕ Н.Кириллов, ЧР “Агро–Инновации” предприятин директорĕ Н.Васильев тата ытти районсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх управленисен ертÿçисемпе специалисчĕсем, студентсем, хăш-пĕр шкулсенчи вĕренекенсем, кÿршĕллĕ регионсенчи хăнасем хутшăннă.
Чăхсемпе, хурсемпе, кăвакалсемпе, кроликсемпе, лашасемпе, ĕнесемпе, качакасемпе, сыснасемпе тата ытти ăратлă выльăхсемпе нумай çын паллашнă.
Тăвай енрен ку куравра район пуçлăхĕ Н.Иванов, ял хуçалăх аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ В.Ванерке, уйрăм кил хуçалăх хуçи Б.Иванов "Вăрманхĕрри" пулнă. Борис Александрович илемлĕ чăхсем номинацире çĕнтернĕ, пĕрремĕш степеньлĕ аттестат, укçан преми илнĕ. Çавăн пекех пирĕн ентешĕмĕр хăйĕн фазанĕсемпе, цесаркисемпе куракансене тĕлĕнтернĕ. Вĕсемшĕн те I степеньлĕ аттестат, укçан премине тивĕçнĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: республикăри курава уçаççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"