АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăкăнь илемлĕ те, сиенлĕ Те (Общество, правопорядок)

15 сентября 2009 г.

Чăваш Енре “Мăкăнь” операцин пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Çак мероприятире республикăра 11 килограмм мăкăнь улăмĕ, 580 грамм гашиш, 30 грамм героин, 20 грамм марихуана, 3 килограмм ацетил хушнă опий тупнă. 216 мăкăнь тĕмне тĕп тунă, 5 гектар çинчи кантăра çунтарнă. Асăннă операцин иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Вăл юпа уйăхĕн вуннăмĕшĕччен пырать.
Паян “Шурă вилĕм” серепине ытларах 18–39 çулсенчи çынсем лекеççĕ. Аслисем тупăш илес тĕллевпе çул çитмен ачасене те явăçтараççĕ.
Каччăсемпе хĕрсене наркоманирен çăлса хăварас, вăхăтра асăрхаттарса вĕсен сывлăхне упрас тĕллевпе ĕçлет наркотĕрĕслев служби.
Чăваш Республикинче наркотик туса илнĕ, ăна сутас тĕслĕхсене Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Улатăр, Çĕмĕрле, Вăрмар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенче тупса палăртнă.
“Мăкăнь” операцин пĕрремĕш тапхăрĕнче республикăри наркотик сутуçисен харсăрлăхĕ сĕвĕрĕлнĕ, притоксен шучĕ чакнă.
РФ УК 231 статйипе килĕшÿллĕн наркотикле мăкăне саккуна пăсса ÿстернĕшĕн 2-8 çуллăха тĕрмене лартма е штрафлама пултараççĕ.
Наркотиклă ÿсен-тăрана çитĕнтерекенсем, ăна хатĕрлесе сутакансем пирки пĕлетĕр пулсан, Федерацин наркотиксен çаврăнăшĕпе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленине е районти шалти ĕçсен пайне шăнкăравламалла.
Мăкăнь чечекĕ илемлĕ-ха. Анчах вăл сиенлĕ пулни пирки те асра тытăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика