15 сентября 2009 г.

“Акконд–агро фирмăн” обществăн ĕне выльăх комплексĕнче сĕтеклĕ апат – кукуруза силосĕ хываççĕ. Траншейăна силослăх масса тиенĕ машинăсем пĕрин хыççăн тепри пырса тăраççĕ. Николай Поликарпов, Алексей Козлов, Иван Сергеев, Александр Птичкин, Николай Иванов водительсем ЗИЛсемпе тата КамАЗсемпе турттараççĕ. Кукурузăна Юрий Яковлевпа Михаил Егоров выльăх апачĕ хатĕрлемелли “Полесье” комбайнсемпе çулса тиеççĕ. Траншейăна хывнă массăна Михаил Волков Т–150 тата Вячеслав Семенов гусеницăллă тракторсемпе таптаса пусăрăнтараççĕ.
Иртнĕ эрне варринче пуçланă комплексра асăннă сĕтеклĕ апата хывма. Ĕнер те тăрăшатчĕç çак ĕçре, вĕçлесе пыма тимлетчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: симĕс массăна турттараççĕ.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"