АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн ашшĕ (Общество, строительство)

11 сентября 2009 г.

Чăн-чăн ашшĕ (Общество, строительство)

Хаваслă сăн-питлĕ шăпăрлансене пĕр-пĕр ача пахчин картишĕнче ÿкерсе илнĕ тетĕр пулĕ-ха. Ара, карусельне те, чуччусене те, хăйăр çинче вылямаллине те ытларах çавăнта курма пулать те-ха. Çук çав, йăнăшатăр.
Ку ÿкерчĕке Ураскасси ялĕн Турикас урамĕнче тунă. Шăпах унта йĕркеленĕ те пĕчĕк ачасене пушă вăхăтра выляса савăнмалли лапама. Çакна шухăшласа пурнăçа кĕртекенĕ – Ураскассинчи Владимир Никифоров. Хăйĕн кил-хуçалăхĕпе юнашар выртакан пушă вырăна карта тытса çавăрнă вăл. Унта ачасене выляса йăпанмалли тĕрлĕ хатĕрсем ăсталаса вырнаçтарнă. Аллисем ылтăн Володьăн. Мĕн кăна тума пĕлмест-ши вăл; Чунĕпе те, кăмăлĕпе те ырă çын пулнине ĕнентерет çак тĕслĕх. Мăшăрĕпе, Алинăпа, икĕ хĕрпе ывăл пăхса ÿстереççĕ. Чунтан юратаççĕ вĕсене. «Ĕмĕ-тсем татах пур-ха. Карта юписене çĕнетесшĕн. Ярăнса анмалли пĕчĕк сăрт ăсталаса лартасшăн çывăх вăхăтра»,– тет Володя. Мĕнех, ырă ĕç хăйне-хăех мухтать. «Чăн-чăн ашшĕ»,– тесе çирĕплетесшĕн эпĕ çак маттур çамрăка мухтаса.
 
Ураскасси ялĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: В.Никифоров йĕркеленĕ ача-пăча лапамĕнче пĕчĕккисем яланах йышлă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика