АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Магазинра – видеокамера (Торговля)

11 сентября 2009 г.

Район центрĕнчи “24 сехет” ятлă магазин Ленин проспектĕнче вырнаçнă. Кунта туслă коллектив ĕçлет. Надежда Сергеевна Павлова заведующи йĕркелесе пырать магазинри ĕçсене.
Талăкĕпех тивĕçтереççĕ çынсене сутуçăсем, кашни тавар туянаканăн кăмăлне каяссишĕн тимлеççĕ. Йывăр килет вĕсене. Япала сутни пирки чек çапмалла, сентре çинчи тавара та пăхса ĕлкĕрмелле. Уйрăмах каçхине тĕрлĕ шухăшлисем кĕрсе тухма пултараççĕ.
Сутуçăсен ĕçне çăмăллатма иртнĕ уйăхра магазина видеокамера вырнаçтарнă. Перекет банкĕнче, ытти хуласенчи суту-илÿ çурчĕсенче çакнашкал оборудованипе тахçанах усă кураççĕ. Халĕ пирĕн ялти магазинра та аякри кĕтесри тавар туянакан мĕнле япаласем суйланине, хăйне мĕнле тыткаланине вырăнта ларсах курма пулать. Суту-илÿ çуртĕнче мĕнле лару-тăру пулнипе темиçе кун иртсен те паллашма май пур, оборудовани пĕтĕмпех çырса пырать.
Малашне тавар туянакансен пурин те хăйсене йĕркеллĕ тытмалли кăна юлать. Сутуçăсен ĕçĕ кал-калтарах пулса пырĕ лăпкăлăхра.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика