11 сентября 2009 г.
Пирĕн кооператорсем ĕçре те, юрă-ташăра та маттур. Спортра та ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Нумаях пулмасть ак, А.Г.Николаев летчик-космонавта халалланă чупу иртрĕ районта. Спортсменсене мала тухма хавхалантарса тÿперен сарă хĕвел пăхрĕ кунĕпе.
Эстафета йĕркипе ки-лĕшÿллĕн предприятисемпе организацисен командисенче виçĕ арçынпа икĕ хĕрарăм пулмаллаччĕ. Кооператорсен чысне О.Федорова çăкăр пĕçерекен, С.Петрова кондитер, С. Иванов водитель, В.Яковлев грузчик, А.Арапов программист хÿтĕленĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса чупни ăнăçу кÿнĕ. Асăннă эстафетăра “Тăвайри кооператив” потребобщество команди хăйсен ушкăнĕнче виççĕмĕш вырăна тухнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"