АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавар туянакансене – парне (Торговля)

11 сентября 2009 г.

Тавар туянакансене – парне (Торговля)

Районта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырас енĕпе те ĕçлеççĕ Тăвай енре. Иртнĕ ытларикун Чÿкçырминчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕн алăкĕсем "юсаса çĕнетнĕ хыççăн" уçăлчĕç. “Çынсем хăйсем тавар суйлакан саккăрмĕш магазин ĕçлеме пуçлать паян. Хаклă ял çыннисем, пĕтĕмпех сире меллĕ пултăр тесе ĕçлетпĕр”, – терĕ малтан “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров. Вăл пухăннисене ырлăх-сывлăх, кооператорсемпе туслă çыхăну тытма сунчĕ. Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Ломоносов, Вăрманхĕрринчи 78 çулхи А.Антонова та тухса калаçрĕç.
Хĕрлĕ хăю каснă хыççăн шала иртрĕмĕр. Çĕнĕ тетте пекех туйăнчĕ суту-илÿ залĕ. Потребобщество строителĕсен пултарулăхĕ куç умĕнче. Нимĕн те калаймăн, чăннипех ăста алăллă вĕсем. Апат-çимĕç таварĕсене, çăкăрпа булка изделийĕсене, промышленноçпа хуçалăх япалисене питĕ килĕшÿллĕ вырнаçтарнă. Çĕнĕ холодильниксем илсе килнĕ, чÿрече каррисемпе чаршавсем те ятуллă. Илемлĕ тум тăхăннă сутуçăсем, Надежда Петровна Федоровапа Инна Николаевна Гаврилова сентресем çывăхĕнче ăшшăн кĕтсе илеççĕ çынсене. Вĕсем вăрманхĕррисемпе чÿкçырмисене тивĕçтереççĕ, пурĕ – 200 ытла кил хуçалăх. Ытти ялсенче ĕçлекен сутуçăсем те килнĕ çĕнелнĕ магазинпа паллашма. “Тухас та килмест кунтан”, – тесе пăшăлтатрĕç хăш-пĕрисем. Çапла районти кооператорсем хăйсен тавар туянаканĕсене тепĕр парне кÿчĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: çĕнелнĕ магазин залĕнче.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика