АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермер хуçалăхĕнче (Сельское хозяйство, экономика)

08 сентября 2009 г.

Фермер хуçалăхĕнче (Сельское хозяйство, экономика)

Çуллен çĕршер гектар тырă çитĕнтерет Çĕнçырмари Вячеслав Владимирович Николаев фермер. Кашни ĕç хăйне вăхăтра тунине юратать. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлас, перекетлĕ ĕçлес тĕллевпех çĕнĕ техника туянма тăрăшать вăл. Унăн техника паркĕнче халь юлашки çулсенче туяннă БДМ йышши дисклă сÿресем те, “Палессе” комбайн та, МТЗ–1025 трактор та пур. Нумаях пулмасть акă КамАЗ ХТХ–215 трактор кÿрсе килнĕ. Пысăк хăватлă çĕнĕ трактор малашне çĕр ĕçĕсене чи лайăх сроксенче пурнăçлассине чылай хăвăртлатма май парĕ.
Фермер хуçалăхĕн уй-хирĕнче хальхи вăхăтра тырă пухса кĕртесси вĕçленсе пырать. Юлашки çулсенче туяннă “Палессе” комбайнпа фермерăн ывăлĕ Вениамин тырă çапса тĕшĕлет. Тăхăр пин центнера яхăн çапнă вăл унпа. Вениамин Чăваш ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕренет, ялти хĕрÿ ĕçсенче пысăк пулăшу парать. “Палессе” комбайна ятарласа та вĕреннĕ вăл, кĕске курса çÿренĕ. Хăйсен фермер хуçалăхĕнчи тырра çапса тĕшĕленипе пĕрлех ытти хăш-пĕр хуçалăхсене те пулăшма ĕлкĕрнĕ. Çапла, Йăнтăрчăри “Луч” хуçалăха 4 кун, Тăрмăшри Ленин ячĕллĕ хуçалăха 2 кун тырă пухса кĕртме пулăшнă.
Кĕркунне ĕç нумай. Кĕрхи тĕш тырă культурисене, тĕслĕхрен, иртнĕ çулхинчен ытларах акса хăварма тĕллев лартнă. Ку тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ хальхи вăхăтра, çĕр хатĕрлеççĕ, акма пуçăнасшăн.
 
Сăн ÿкерчĕкре: нумаях пулмасть туяннă КамАЗ ХТХ–215 трактор умĕнче В.В.Николаев фермерпа унăн ывăлĕ.
Н.КРАСНОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика