АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт хатĕрĕсем парнелерĕ (Общество,образование)

08 сентября 2009 г.

Кивĕ Пуянкассинче çуралса ÿснĕ Владимир Константинов шкултан 1977–1978 çулсенелле вĕренсе тухрĕ. Ун хыççăн алла професси пĕлĕвĕ илчĕ. Спорта юратаканскер Ленинградра предприниматель ĕçне кÿлĕнчĕ, спорт организацийĕсене спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтерес енĕпе тăрăшрĕ. Халĕ вăл сумлă предприниматель, Санкт-Петербургра хăй ятарлă склад тытать, тĕрлĕ çĕршывсене çитсе чаплă йышши спорт хатĕрĕсем туянма килĕшÿсем тăвать. Паллă спортсменсем те вăл кÿрсе килекен хатĕрсемпе усă кураççĕ.
Владимир Николаевич тăван ене килейменни 10 çул та çитрĕ пуль. Çак кунсенче вăл, тăван яла килсен, хăй вĕреннĕ шкулта пулчĕ. Тăван шкулти çамрăк футболистсемпе волейболистсем валли формăсем (гетрăсем таранах), тĕрлĕ йышши мечĕксем чылай парнелесе хăварчĕ. Ку – пирĕншĕн пысăк пулăшу. Эпир Владимир Николаевича тăван шкула манманшăн чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Унăн ĕçĕ малашне те ăнса пытăрччĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика