АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чавса çывăх та çыртаймăн (Правопорядок)

08 сентября 2009 г.

2007 çулхи декабрьте çул çитмен В. ют кил хуçалăха кĕрсе алкумĕнчен электричествăпа ĕçлекен пăчкă вăрласа тухнă. Суд ăна условно 1 çулталăк та 8 уйăхлăха ирĕклĕх прависĕр хăварма йышăннă. Тĕрĕссипе ĕнтĕ суд çамрăка ирĕкрех хăварса тÿрленме шанăç туса панă. Çав вăхăтрах унăн хăш-пĕр тивĕçсем хушăннă. Ку вăл кашни уйăхрах уголовнăй ĕçсене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан инспекцие çÿресси, малалла вĕренсе вăтам пĕлÿ илесси, çĕрле 23 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен ашшĕ-амăшĕсĕр килтен тухма юраманни. Шутласассăн, йывăрах та мар пек вĕсене пурнăçласа пыма. Анчах В. суд палăртнă кăтартусене ним вырăнне те хуман. Инспекци начальникĕ ăна условнăй айăплава чăннипех ирĕклĕхсĕр хăварма пултарасси пирки темиçе хутчен те каласа ăнлантарнă пулин те. Вăл хăйĕн кăмăлĕн ирĕклĕхĕнчен ниепле те хăтăлайман. Чăн та, çул çитмен çамрăк кашни хутĕнчех малашне йĕркесене пăсмасăр пурăнма сăмах панă, çавах та вăл çав сăмаха нихăçан та тытман. Условнăй айăплаври çын судпа палăртнă тивĕçĕсене пурнăçласа пымарĕ пулсан, суд çул çитмен çамрăка юсанма панă вăхăта тăсса пама та пултарать. Уголовнăй айăплавсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен инспекци начальникĕ ыйтнипе суд В.на тÿрленме панă вăхăта тепĕр икĕ уйăха тăсрĕ. Çавах та В. хăйшĕн пĕтĕмлетÿ тумарĕ, хăйĕн тивĕçĕсене çав-çавах кирлĕ пек пурнăçламарĕ. Сăмахран, палăртнă вăхăтра инспекцие регистрацие çÿремерĕ. Тĕрĕсленĕ вăхăтсенче килĕнче çĕр каçман тĕслĕхсем пулчĕç. Ку çеç те мар, юсанма панă вăхăтра каллех преступлени турĕ – ют пурлăха вăрларĕ. Занятисене йĕркеллĕ çÿременшĕн, шалти тытăм йĕркисене пăснăшăн ăна хăй вĕренекен професси училищинчен кăларса ячĕç. Уголовнăй айăплавсене пурнăçа кĕртекен инспекци начальникĕ суда унчченхи условнăй айăплава ирĕклĕхсĕр хăварассипе улăштарас пирки ыйту лартнă. Суд, çул çитмен çамрăк чирлĕ пулнине, хăй çине тăрсах тÿрленме тата амăшĕ те ывăлĕ çине тивĕçлĕ воспитани витĕмĕ кÿме сăмах панине шута илсе условнăй айăплава пăрахăçлассине тăхтама йышăнчĕ.
Çавах та В. хăйĕн сăмахне тытмарĕ. Закон вара кирек камран та çирĕп ыйтать. Çавăнпа ĕнтĕ район сучĕ 2009 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче В. тĕлĕшпе условнăй айăплав пирки кăларнă унчченхи йышăнăва пăрахăçларĕ, суд палăртса хăварнă тивĕçсене пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăннăшăн ăна ирĕклĕхсĕр хăварма йышăнчĕ. В. халĕ айăплав вăхăтне – 1 çулталăк та 8 уйăх – воспитани паракан колонире ирттерĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика