АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космонавта халалланă эстафета ăнăçрĕ (Общество, спорт)

08 сентября 2009 г.

Космонавта халалланă эстафета ăнăçрĕ (Общество, спорт)

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче мухтавлă ентешĕмĕр, Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Çак кун Тăвайри спорт комплексĕнче “Советская Чувашия” хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн пыракан йăлана кĕнĕ эстафета иртрĕ. Юлашки çулсенче асăннă ăмăртусене А.Николаев космонавта халаллаççĕ.
Чупăва пухăннисене район пуçлăхĕ Н.Иванов, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн çумĕ Т.Шакшина ăшшăн саламларĕç. “Паянхи ăмăрту çĕнтерÿçисем тепĕр эрнере Шупашкарти эстафетăна хутшăнĕç. Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче – Пĕтĕм Раççейри Наци Кросĕ. Пурне те телейлĕ финиш сунатăп”,– терĕ Николай Ильич.
Ăмăрту йĕркипе килĕшÿллĕн малтан çемье командисем чупрĕç.
Пуянкассинчи Кирилловсем, Эльпуçĕнчи Борисовсем, Чутейри Белковсем тухрĕç дистанцине. Вырăнсене те çак йĕркепех йышăнчĕç.
Эстафетăн тĕп шăнăрĕ шкул ачисен командисем пулчĕç. Малтанхи ушкăнра "9-мĕш класс таранччен" тушкилсем – пĕрремĕш, йăнтăрчăсем – иккĕмĕш, чутейсем виççĕмĕш пулчĕç. Вĕсем хыççăн аслă классенче вĕренекенсем ăмăртрĕç. Тăвай ачисене çитекен пулмарĕ, иккĕмĕшсем – эльпуçсем, çĕнĕ пуянкассисем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Учительсен 8 команди хутшăнчĕ эстафетăна. Çĕнĕ Пуянкассинчи вĕрентекенсен коллективĕ малти вырăна тухрĕ, Тăвай тата Эльпуç шкулĕсем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш.
Ял поселенисен командисем вырăнсене çак йĕркепе йышăнчĕç: Йăнтăрчă, Тушкил, Енĕш Нăрваш. Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин, социаллă аталану, культура тата спорт, строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕсем ăнăçлă ăмăртрĕç.
Предприятисемпе учрежденисем хушшинче шалти ĕçсен пайĕн, пушар надзорĕн, “Тăвайри кооператив” потребобществăн командисем малти вырăнсене йышăнчĕç.
Ăмăртура палăрнисене дипломсем, тортсем парса хавхалантарнă. “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕ те çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысланă.
Районти культурăпа кану çурчĕн, спорт комплексĕн, “Тăвайри кооператив” потребобществăн ĕçченĕсем ăмăртусене кирлĕ шайра ирттерме нумай пулăшрĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: стартра.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика