04 сентября 2009 г.

Пахчара техĕмлĕ шăршă сарăлнă. “Хуртсем нектар типĕтеççĕ”, – пĕлтерчĕ кил хуçи.
“Ĕçне кура – хисепĕ”, – тенĕ. Чăнах та, Тушкилти Валентина Петровнапа Олег Викторович Никитинсене Тăвай тăрăхĕнче пĕлмен, ялта хисеплемен çын çук та пулĕ. Вĕсем чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕнтĕ хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. Валентина хурт-хăмăрçă çемйинче çитĕннĕ. Мĕн ачаран ашшĕпе пĕрле пыл уçлама, хуртсене сиплеме, апатлама вĕренсе ÿснĕ. Амăшĕ, Анна Александровна, пыл сутма пасара çÿренĕ. Икĕ аллинче 10 кг каякан савăтпа хул пуççийĕ çине тепĕр кутамкка çакса 2–3 км яхăн ял хĕрне çуран утнă. Çитĕннĕ май хĕрĕ те амăшĕпе пĕрле çÿреме пуçланă. “Черет тăрса илетчĕç. Нумайшар ан сутăр, пурне те çиттĕр, тетчĕç туянакансем”, – аса илет Валентина Петровна.
Никитинсем вĕлле хурчĕсемпе ĕçлесси 1983 çулта пуçланнă. Шăпа пулĕ, пĕр кунхине вĕсен пахчине улма йывăççи çине хурт çемйи сырăннă. “Атте хуртсемпе ĕçленипе ун патне чупрăм, – калаçăва малалла тăсрĕ В.Никитина. –Вăл вара хăйне çыннăн кирлĕ маррине пĕлтерчĕ. Хуртсене пуçтарчĕ те пире пачĕ”.
Çак кунтан пуçланнă та çемьен хурт-хăмăр ĕрчетесси. Малтанхи çулне пĕр çемьепе ĕçленĕ. Кашни каç килти ĕçсене пуçтарнă хыççăн Петр Андреевич патне сĕнÿ, канаш ыйтма çÿренĕ.
“Пчеловодство” журнал çырăнса илетчĕ вăл. Малтан статьясене хам вуласа тухаттăм, кайран хурт-хăмăр ăсти ăнлантарса паратчĕ”, – кăштахран сăмах хушрĕ Олег Викторович.
Çăвĕпе тăрăшнă хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе. Çапла вара вĕсен тепĕр çулне пĕрререн виçĕ, виççĕмĕш çулне вунă çемьене çитнĕ. Ашшĕпе амăшĕ 3 ывăлне те çак ĕçе вĕрентсе пынă.
Никитинсен тăрăшулăхне курса ертÿçĕсем вĕсене колхоз утарне ĕçлеме чĕннĕ. Инçе пулнине пăхмасăрах çу кунĕсенче куллен тенĕ пек утара çÿренĕ вĕсем. “Эпир ĕçе тытăннă чух 20 яхăн мартаччĕ. Пурăна киле 70 çемьене çитерме пултарнă”, – тет кил хуçи.
Хуçалăхра 10 çула яхăн тăрăшнă вĕсем. Юлашки çулсенче хуртсем валли çывăхра апат пулманнипе пылĕ те сахал тухнă.
“Тем пек тăрăшса ĕçлеттĕмĕр. Утарти хуртсене килтисенчен ытларах пăхаттăмăр. Ĕçĕн çимĕçĕ палăрсах каймастчĕ, çавăнпа утара хăвартăмăр”, – тет Валентина Петровна.
“Хуртсем пулсан, аптрамастпăр. Пыр ыратать е вар-хырăм – эмелĕ çумрах”, – теççĕ ывăлĕсем.
Пыл çиесси ансат мар. Йывăр пулсан та, чун туртнă ĕç. Икĕ ывăлĕ ÿссе çитĕннĕ, çемьеллĕ. Хуртсемпе, те вăхăчĕ çитменнипе, сахалтарах ĕçлеççĕ. Дима вара кашни кунах ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тĕрмешет. Хуртсемпе ĕçлеме кăмăлĕ пур унăн.
Пылĕ чăнах та тутлă Никитинсен. Çавăнпах пулĕ Тутар Республикинчен те шăнкăравласах тăраççĕ, пыл ыйтаççĕ.
Паянхи куна 30 яхăн хурт çемйи вĕсен. “Май пулсан 100 марта та усрама хатĕр”, – терĕç хурт-хăмăрçăсем калаçăва вĕçленĕ май. Ăнăçу сире, пыл хурчĕ пекех ĕçчен çемье!
Источник: "Ял ĕçченĕ"