АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Акконд–агро” вырмана вĕçлерĕ (Сельское хозяйство)

04 сентября 2009 г.

Иртнĕ эрнекун “Акконд-агро фирма” общество 30 гектар çинчи викăпа сĕлĕ хутăшне çапса илсе, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине вĕçлерĕ. 1363 га çинчен пурĕ 2920 тонна тырă çапса илнĕ, çав шутран кĕр тыррисене 508 га çинчен. Патшалăха 1000 тонна тулă леçнĕ. Вăтам тухăç – 21,5 центнер. Уйрăм лаптăксенче урпа 35, кĕрхи тулă 28-шар центнер тухăç панă. Комбайнерсен ăмăртăвĕнче, иртнĕ çулхи пекех, Вячеслав Семенов мала тухрĕ. Малтанлăха шутланă тăрăх, вăл 11 ытла пин центнер тырă çапса тĕшĕленĕ. В.Капитоновăн 2-мĕш кăтарту – 9810 ц, Г.Егоровăн 3-мĕш – 8350 ц.
Çавăн пекех уйсенчи утă-улăма пухса кĕртес ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех. “Акконд-агро” 493 тонна утă хатĕрленĕ, çынсене те суткаланă. Утта уйсенчен турттарса кĕрсе урана хывнă.
Хальхи вăхăтра рабочисем йĕтемсенче ĕçлеççĕ, тырра типĕтсе сортлаççĕ, кĕлете кĕртме хатĕрлеççĕ. 500 га çинче кĕрхи тулă акнă. Кĕр тыррисен лаптăкне 620 гектара çитересшĕн. Г.Григорьев Case–180 тракторпа суха ĕçĕсене пурнăçлать. Çак вăхăта 560 га çĕр хатĕрленĕ, вĕсенчен 200 гектарне – дисклă йывăр сÿрепе. Топливо çителĕклĕ, çавăнпа та çĕртме сухине ытларах туса хăварасшăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика