АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми пуссинче (Сельское хозяйство)

04 сентября 2009 г.

Çĕр улми пуссинче (Сельское хозяйство)

Кĕр пуçтарать. Кăçал Тăвай районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурĕ 455 гектар çĕр улми лартнă. Август вĕçĕнче “Родник” ООО çак культурăна кăларса пухма тытăнчĕ. Ку хуçалăхра “иккĕмĕш çăкăр” 100 гектар йышăнать.
Çĕр улми пухса кĕртнĕ çĕре район пуçлăхĕ Н. И.Иванов çитсе курнă.
Уйра 2 копалка тата çĕр улми кăларса пухакан 1 комбайн ĕçлеççĕ. Вĕсене МТЗ тракторсемпе агрегатланă. Тымарçимĕçе кăларакан агрегатсемпе Н.В.Николаев, В.А. Алексеев, В.М.Филиппов механизаторсем ĕçлеççĕ. Çĕр улми кăларса пухнă çĕрте 100 çынна яхăн тăрăшать.
Апат-çимĕçлĕх çĕр улмине уйран 9 КамАЗпа турттарса тăраççĕ. Икĕ ГАЗ–53 автомашинăпа вăрлăхлăх çĕр улмине хранилищĕне турттараççĕ.
Ытти хресчен фермер хуçалăхĕсенче те çĕр улми кăларса пухас ĕç сарăлса пырать.
 
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕ Н.И.Иванов “Родник” обществăн çĕр улми пуссинче.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика