АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ (Образование)

04 сентября 2009 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ (Образование)

Тăвай. Ытларикун çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Районти юсаса çĕнетнĕ шкулсем ачасене тинех кĕтсе илчĕç.
Кăçал вырăнти пичет кăларăмĕн работникне Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти уявра пулма тÿр килнĕ. Капăр тумланнă вĕренекенсем, вĕрентекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ шкул умне пуçтарăннă, хаваслă кĕвĕ илтĕнет. “Пĕлÿ кунĕпе сире пурне те!” – тесе уçрĕç уява А.Николаевапа Д.Чайкин тата Н.Афонина вĕренекенсем. Шкул директорĕ А.Кириллов пухăннисене пурне те ăшшăн саламларĕ, кашни класа сывлăх сунчĕ, шкулти ĕçсемпе паллаштарчĕ. “Кăçал пирĕн шкулта пурĕ 656 вĕренекен пĕлÿ тĕнчипе утма пуçлать. Тăвай енри чылай ялтан тата кÿршĕ районтан çÿреççĕ кунта ачасем вĕренме. Пĕрремĕш хут партăсем хушшине 61 вĕренекен (пĕлтĕрхинчен нумайрах) ларать. Пĕлÿ илме шкулта пур услови те çителĕклĕ”, – терĕ Анатолий Николаевич. Унтан вăл тĕрлĕ конкурссене хутшăнса мала тухнă ачасене, ĕçре палăрнă учительсене Хисеп грамотисем, свидетельствăсем, парнесем парса чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Гаврилов, Тăвай ял поселенийĕн ертÿçи А.Ломоносов, управлени совечĕн председателĕ Е.Автин тухса калаçрĕç, ачасене – вĕренÿре, вĕрентекенсене ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунчĕç, пурне те Пĕлÿ кунĕпе саламларĕç.
Кăçал пĕрремĕшсен виçĕ класс пулать иккен. Вĕсене Н.Васильева (1 “а”), Э.Ларионова (1 “б”), И.Тарасова (1 “в”) учительницăсем çырма, вулама, шутлама хăнăхтарĕç. Уявра чи кĕçĕннисем лайăх вĕренме сăмах пачĕç, сăвăсем каларĕç, юрларĕç.
Вунпĕрмĕш класа каякансем пĕчĕккисене пĕлÿ тĕнчипе шикленмесĕр утма сĕнчĕç, кашнине медаль çакрĕç.
Пĕрремĕш классене вĕрентекенсенчен Н.Васильева, ачасен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Л.Бахомова сăмах илчĕç, малашлăхра ăнăçусем сунчĕç.
Çавăн пекех кăçал шкулта кадетсен тата гимнази класĕсем йĕркеленине пĕлтĕмĕр.
Пĕрремĕш шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ кĕçех. Ăна 11 класра вĕренекен В.Хвостовпа Н.Матвеев тата И.Николаевпа К.Казакова (пĕрремĕшсем) пачĕç. Уяврисем майĕпен шкула, пĕрремĕш урока кĕчĕç. Çамрăксен çулталăкĕнче районта вĕренекенсем тата пысăкрах çитĕнÿсем тăвасса шансах тăратпăр.
 
Сăн ÿкерчĕкре: пĕрремĕш шăнкăрав янăрать.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика