01 сентября 2009 г.
Ача садне çÿрекенсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Çакна шута илсе çулталăк пуçламăшĕнче район администрацийĕ Тăвай ялĕнчи пĕрремĕш номерлĕ ача садĕнче тăваттăмĕш ушкăн уçса пачĕ. Çулла вара пиллĕкĕмĕш ушкăн валли пÿлĕмсене сăрларăмăр, тирпейлерĕмĕр. Ачасен сывлăхне çирĕплетме, вĕсене çитĕнме кирлĕ условисем тума чылай укçа-тенкĕ уйăрчĕç.
Шыв ăшăтакан установкăсем, çĕнĕ пукансем, пĕчĕккисен сывлăхне тĕрĕслемелли оборудованисем туянтăмăр.
Тăвайри пĕрремĕш ача садне çÿрекенсем 24-ăн пĕлÿ тĕнчипе утма пуçлаççĕ. Шкул çулне çитнисем çуллахи вăхăтра ача садĕнче пулчĕç, шкулпа, вĕрентекенсемпе паллашрĕç. Пĕрремĕш класа каякансен тавракурăмне тĕрĕслесе ушкăнсем çине уйăрнă та ĕнтĕ, ашшĕ-амăшĕсем пĕчĕк ывăл-хĕрĕсене маларах шкула çÿреме хăнăхтарнипе кăмăллă.
Пĕлÿ кунĕ çитрĕ. Çавна май пĕчĕккисем пурте ача садне çÿреме пуçлаççĕ. Эпир вĕсене кĕтсе илме хатĕр. Сăмах май шкулта вĕренме пуçлакансене пурне те, асăннă уяв ячĕпе саламласа, “4” тата “5” паллăсем кăна илме сунатăп.
Источник: "Ял ĕçченĕ"