01 сентября 2009 г.

Чăваш чĕлхи – эсĕ пĕрре,
Яланах манăн чĕремре.
Ентешĕмĕр, паллă артист, драматург, Геннадий Терентьевич Терентьев çырнă “Эльпуçĕнчи Нарспи” ятлă пьеса ахальтен аса килмерĕ пуль Тăрмăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта 33 çул ĕçлекен Зинаида Николаевна Григорьева пирки сăмах пуçарас умĕн.
Шăпах çак произведенири чиперккесемпе танлаштарас килет ман ăна. Мĕншĕн тесен вăл та асăннă ялта, Эльпуçĕнче кун çути курнă. Историре юлнă кÿлĕ илемĕпе киленсе ÿснĕ. Хаваслă иртнĕ ачалăхĕ. “Класс ертÿçине, Христина Харитоновнана пурте питĕ юрататтăмăр. Хăйĕн тивĕçĕсене тĕплĕ пурнăçлатчĕ вăл, пирĕнтен çирĕп ыйтатчĕ. Унăн ырă тĕслĕхĕ манăн пуласлăхăма витĕм кÿчĕ те ĕнтĕ. Аттестат илнĕ хыççăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пулма тĕллев тытрăм”, – аса илÿ кĕнекине уçма пуçларĕ умри хĕрарăм.
Чăваш патшалăх университетĕнчен 1976 çулта вĕренсе тухнă вăл. Аслă пĕлÿллĕ специалиста Тăрмăшри вăтам шкула ĕçлеме янă. Унтанпа ĕç вырăнне улăштарман учительница. Пĕр çĕрте нумай çул хушши тÿсĕмлĕ, хăйĕн тивĕçĕсене юратса пурнăçлакансем кăна ĕçлеме пултараççĕ. Çак сахал мар вăхăт хушшинче Зинаида Николаевна çĕр-çĕр ачана аслисене хисеплеме, чăваш чĕлхине юратма, тăван яла асрах тытма хăнăхтарнă. Вĕренекенсемпе ĕçтешĕсем пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр вăл. Хăйне шанса панă чи малтанхи класа халĕ те ырăпа асăнать. Вĕренсе тухса кайнисем манманнишĕн, уявсенче шкула пырса е çырупа, открыткăпа саламланишĕн хĕпĕртет. З.Григорьеван вĕренекенĕ пулнă, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ С.Ивановăн пултарулăхне илсе кăтартниех учительницăн ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлине çирĕплетет. А.Игнатьева “Тантăш” хаçат редакцийĕнче ĕçлет Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн. Çак списока татах малалла тăсма пулать.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ĕçĕсене ырăпа палăртать Зинаида Николаевна. “Вĕрентÿ ĕçне тăтăшах çĕнĕлĕхсем кĕртме, опыта ÿстерсех пыма пулăшать”, – тет.
Çак йĕркесен авторне унăн урокĕсенче пĕрре кăна мар пулма тÿр килнĕ. Класра шăплăх хуçаланать вăл калаçнă самантра, ачасем тимлĕ итлеççĕ, шавламаççĕ. Вĕренекенсене урокра интереслĕ пултăр, çĕнĕ тема асра нумайлăха юлтăр тесе методикăн тĕрлĕ мелĕсемпе усă курма пĕлет учительница. Шкулти драма кружокне тахçантанпах ертсе пырать чăвашлăхшăн тăрăшакан хĕрарăм. Обществăлла пурнăçра та хастар вăл.
Вĕрентÿри пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна тĕрлĕ Хисеп грамотисем парса чысланă. Хăй пĕлÿ панисен, вĕсен ашшĕ-амăшĕсен, пĕрле ĕçлекенсен ăшă сăмахĕсене ытларах хаклать чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
Кивĕ Пуянкасси каччипе, милицинче 20 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Лев Ивановичпа икĕ ывăл çитĕнтерчĕç вĕсем. Сергейпе Саша аслă пĕлÿ илнĕ, ĕçлеççĕ. Григорьевсем Тăрмăш ялĕнче йăва çавăрнă. Çирĕп кил-хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп картиш тулли, пахчинче тĕрлĕ улмуççи, чечек, ытти çимĕç.
Хăйĕн пĕлĕвĕ пирки те манмасть Эльпуçĕнчи Нарспи. Курссенче пулать, хаçат-журнал, кĕнеке нумай вулать, компьютерпа интереслĕ информацисем шыраса тупать.
Ĕмĕчĕсем çутă Зинаида Николаевнан. Вăл чăваш чĕлхине малашне тата ытларах хисеплеме пуçласса шанать. “Чăваш çĕршывĕнче пурăнакансен чăвашлах калаçмалла. Хамăр чăваш пулнипе мухтанмалла пирĕн”, – тет опытлă педагог.
Пĕлÿ кунĕнче Тăрмăшра пурăнакан З.Григорьева 55 çулхи юбилейне паллă тăвать. Икĕ хут уяв учительницăн паян. Тивĕçлĕ канăва тухать пулин те, юратнă ĕçĕпе сывпуллашмасть вăл, сывлăхĕ пур чухне ачасемпе пĕрлех пулать. Çутă ĕмĕтлĕ чăваша эпир çуралнă кунĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр.
Чечеклентĕр пĕрмай пурнăçу–
Килех тăтăр телей, ăнăçу,
Ан çухалтăр нихçан савнăçу,
Çирĕп пултăр тата сывлăху.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăрмăшри З.Григорьева вĕрентекен.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"