АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Такăр, тикĕс çулпала... (Строительство)

01 сентября 2009 г.

Çулсăр пурнăç çук. Кирек ăçта каяс пулсан та малтанах çул çине тухатăн, унпа çитес çĕре çитетĕн. Юлашки вăхăтра çĕршыври çулсем çинче инкексем пулсах тăчĕç. Çавна май та çулсене пăхса тăрасси, юсавлă тытасси, пахалăхлă çĕнĕ çулсем тăвасси çинчен чи çÿллĕ шайра сăмах-юмах сахал мар пулчĕ. Тикĕс, шанчăклă çул кирек камшăн та лайăх ĕнтĕ. Ун пирки сăмах та пулма пултараймасть. Çавăнпа та çул çинче ĕçлекенсем çул-йĕрсене пăхса, тÿрлетсе, вĕсене йĕркелесе тăма тимлеççĕ, ку чухнехи пурнăçри йывăрлăхсене те май килнĕ таран çĕнтерсе пыма тăрăшаççĕ.
Акă, сăмахран, çак кунсенче тулли мар яваплăхлă “Дорстрой” обществăпа çыхăнтăмăр. Унăн ĕç тăвакан директорĕ Владислав Васильевич Васильев отпускра пулнă май, пирĕнпе тĕп инженер ĕçĕсене пурнăçлакан Тамара Егоровна Дьяконова калаçма кăмăл турĕ. Вăл Чутейрен Çĕнĕ Ишпуçнелле тăсăлакан çула 1 километр та 300 метр тăршшĕ вырăн-вырăн сарлакăшпе асфальт сарса юсани çинчен пĕлтерчĕ. Тĕл-тĕл уйрăмах питĕ ванса пĕтнĕ пулнă иккен асăннă çул. Çав вырăнсене сарлакăшпех сарса якатнă. Халĕ ĕнтĕ, юсанă хыççăн, машинăсем чылай тикĕсрех чупаççĕ. Çурран та утма кăмăллăрах. Юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ унта. Çĕнĕишпуçсем, чăн та, çула тепĕр 20–30 метр та пулса малалла юсаттарас шухăшлăччĕ.
Халĕ Тушкил ялĕнче юсав ĕçĕсем пуçланнă. Чиркÿ таврашĕнче асфальт хурса якатса сараççĕ çула. Тамара Егоровна пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ 170 метр тăршшĕ çула тÿрлетмелле. Шăтăк-çурăксене питĕрессипе те ĕçлĕç.
Çулсен айккисенчи курăксене те çулса тикĕслесе тăраççĕ “Дорстрой” ООО ĕçченĕсем, вĕсен хăтлăхне, типтерлĕхне ÿстереççĕ.
Çулсен пĕлтерĕшне, кирлĕлĕхне шута илсе, вĕсене çĕнĕрен сарса лайăхлатма, пăхса-йĕркелесе тăма малашне укçа-тенкĕ ытларах та уйăрма тытăнасса шанаççĕ çынсем. Сăмахран, “Дорстрой коллективĕ хăй кăна паянхи вăй-хăватпа чылай нумайрах ĕç тума пултарать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика