01 сентября 2009 г.

Виçĕ уйăх хушшинче ачасем районти шкулсем çумĕнчи тата республикăри лагерьсенче канса сывлăхĕсене çирĕплетрĕç. Кил-хуçалăхсенче ĕçлесе вăй-хал пухрĕç.
Тăвайри тĕп больницăра та çамрăксен сывлăхĕшĕн тимлеççĕ, ача-пăча уйрăмне юсаççĕ. Массаж пÿлĕмĕнче вăй хуракан Л.Толковапа С.Андреева медсестрасем ачасенне тĕрлĕ чиртен сипленме пулăшнисĕр пуçне вĕсене сывлăхне упрама та хăнăхтараççĕ. Любовь Егоровнапа Светлана Владимировна нумайранпа ĕçлеççĕ ку енĕпе.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри тĕп больницăри С.Андреева медсестра хĕрачана массаж тăвать.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"