АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Законсене пăхăнса пурăнмалла (Правопорядок)

01 сентября 2009 г.

Район прокуратури кăçалхи 7 уйăхра саккунлăха пăснă 750 ытла тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсенчен 440-ĕшĕ граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене пăснипе, 95 тĕслĕхĕ çул çитмен çамрăксен интересĕсене, 20-ĕшĕ тăван тавралăха сыхлас йĕркесене пăснипе çыхăннă. Экономика сферинче 130 ытла тĕслĕх пулнă.
Раççей законодательствипе килĕшсе тăман 130 ытла право акчĕ тĕлĕшпе прокурор протест тăратнă, закона пăснă тĕслĕхсене сирсе яма 138 представлени çырнă, 26 çынна административлă явап тыттарнă. Граждансен интересĕсене хÿтĕлесе 400 ытла, çул çитменнисен прависене хÿтĕлесе 36, обществăпа патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе 11 тавăç тăратнă. Прокуратура тĕрĕслеме ярса панă материалсем тăрăх 7 уголовнăй ĕç пуçарнă, çав шутра патшалăх службин интересне хирĕçле тунă 1 преступлени.
Прокурор тавăçĕсем тăрăх ĕç укçи вăхăтра илеймен работниксене 1242 пин тенкĕ шыраса илме пулăшнă, 6 ертÿçĕне ĕç укçи вăхăтра парайманшăн административлă явап тыттарнă. Çынсен интересне хÿтĕлесе, харпăр хăй ирĕкĕпе туса хунă çÿп-çап тăкмалли вырăнсене куçарттарас пирки 11 тавăç тăратнă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене малашне çак ĕçе контрольте тытма хушса хăварнă, 6 çыннăн çут çанталăка сыхламалли законсене пăснăшăн административлă явап тытма тивнĕ.
Прокуратура çавăн пекех çул çитменнисен прависене хÿтĕлес ыйтусене тимленĕ. Ачисем умĕнчи тивĕçе пурнăçласа пыманшăн 9 ашшĕ-амăшне административлă явап тыттарнă, ачисене хĕненĕшĕн 1 ашшĕ-амăшне судпа айăпланă. Пушар хăрушсăрлăхĕн, вĕрентÿ учрежденийĕсенче санитарипе эпидемилоги законĕсене пăхăнман тĕслĕхсене пĕтерттерес тесе 36 тавăç тăратнă.
Налог законодательстви мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕсленĕ май 10 право актне пăрахăçланă, налогсене вăхăтра тÿлеменшĕн руководительсене 15 представлени ярса панă.
Прокурор уголовнăй ĕçсем тăрăх 90 айăплав заключенине çирĕплетнĕ, 4 уголовнăй ĕçе тепĕр хут тĕпчеме тавăрса панă. Прокуратура работникĕсем 80 уголовнăй ĕç тăрăх патшалăх айăплавçи пулса миравай судпа район сучĕн ларăвĕсене хутшăннă, пурĕ 100 çынна йышăннă, 68 çăхавпа çыру пăхса тухнă, вĕсенчен 14-шне тивĕçтернĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика