АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе тивĕçтерес ыйтусемпе (Общество, занятость)

01 сентября 2009 г.

Ĕнер район администрацийĕнче ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен канашĕн анлă ларăвĕ пулнă, ăна район пуçлăхĕ Н.Иванов ертсе пынă. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен канашĕн членĕсемпе пĕрлех ларăва пуçлăхсен çумĕсене, пайсен пуçлăхĕсемпе секторсен заведующийĕсене, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене чĕннĕ.
Пухăннисем 2009 çулта халăха хушма ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелли республикăри тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланса пынине пăхса тухнă. Ку ыйтупа халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ Н.Павлова информаци панă. Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2009 çулта ĕçсĕр тăрса юлма пултаракан çынсем валли 339 ĕç вырăнĕ тупма, вĕсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме, обществăлла ĕçсене тата стажировка ĕçĕсене явăçтарма пăхнă.
Асăннă программăна пурнăçлас енĕпе 42 ĕçĕпе тивĕçтерекен, çав шутра муниципаллă бюджет учрежденийĕсем 31 тата ытти 10 организаци хутшăнать. Килĕшÿсем тунă 357 çынна ĕçе явăçтарнă, 115 ĕçлекене тÿлевсĕр отпуска янă, 220 çын обществăлла ĕçсенче, вĕренсе тухнă 21 çамрăк стажировка ĕçĕсенче шутланаççĕ. Программăра пăхнă ĕçсене йĕркелесе ирттерме субсиди шучĕпе республика бюджетĕнчен 5557362,6 тенкĕ уйăрма пăхнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика