28 августа 2009 г.
“Сывлăх” наци проектне пурнăçланă май районта врач офисĕсем ĕçлеме пуçларĕç, Тăвайри тĕп больницăн хăш-пĕр уйрăмĕсем çĕнелчĕç, чаплă оборудованисемпе пуянланчĕç. Васкавлă пулăшу автомашинисем те еплерех хăтлă халь. Çаксене пĕтĕмпех районта пурăнакансен сывлăхне упрассишĕн, чирлекенсене вăхăтра ура çине тăратассишĕн тăваççĕ.
Тĕрлĕ чире маларах тупса палăртас тĕллевпе тухтăрсем диспансеризаци ирттереççĕ. Шел пулин те, унта пурте хутшăнасшăн мар. Сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслени хăйшĕнех лайăх пулнине ăнланасшăн мар чылайăшĕ.
Çавăн пекех çулталăкра пĕр хутчен кăкăр кăшкарне çĕнĕ оборудованипе ÿкерессине (флюорографи) йĕркеленĕ Тăвайри тĕп больницăра. Сывлăхшăн сиенлĕ пайăркасем тухаççĕ çак оборудованирен тесе, хăш-пĕрисем çак ĕç çине каллех пÿрне витĕр пăхаççĕ. Вĕсем тĕрĕс мар шухăшлаççĕ. Флюорографи çуллен тутарни ÿпкесенче рак, туберкулез тата ытти чирсене аталанма пуçличчен тупса палăртма май парать.
Хăвăр сывлăхшăн хăвăрăнах тимлесчĕ малашне. Диспансеризаци тухмалла пурин те, флюорографи те вăхăтра тутармалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"