28 августа 2009 г.

Кармал ялĕнчи Грачев хресчен хуçалăхĕ вăй илсех пырать. 3 çул каялла Грачевсем хăйсен вăйĕпе юхăнса ларакан фермăна юсаса йĕркене кĕртрĕç те Эстонирен ăратлă сыснасем кÿрсе килчĕç. Кĕске вăхăтра выльăх йышне 1300 пуçа çити ÿстерме пултарчĕç. Халĕ, сысна ашĕ йÿнелнĕ хыççăн, кунта 700 пуç тытаççĕ. Вĕсем районти халăха ашпа, çамрăк çурасемпе тивĕçтереççĕ. Хресчен хуçалăхĕ 100 ама тытать. Кĕтĕве ăратлă аçасемпе çĕнетсех тăраççĕ.
Сыснасем ĕрчетессипе кăна мар, мăйракаллă шултра выльăх тытассипе те тимлеççĕ Грачевсем. Вĕсем кивĕ фермăна юсаса ял çыннисенчен лайăх продуктивлă çамрăк выльăхсем туянчĕç. Кăçал витене реконструкцилерĕç, унта молокопровод, сĕт сивĕтекен танк вырнаçтарчĕç. Çак кунсенче Комсомольски районĕнчи “Восток” ЯХПКран 25 пуç ерттернĕ ăратлă пушмаксем кÿрсе килчĕç. Вĕсен амăшĕсем умĕнхи çул 5440 ытла кг сĕт антарнă. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, “улайккасем” ноябрь–декабрь уйăхĕсенче пăрулама тытăнаççĕ. Паянхи кун хресчен хуçалăхĕнче 168 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 66-шĕ – сăвакан ĕнесем. Кашни ĕнерен хальхи вăхăтра талăкне 14,8 кг сĕт сăваççĕ. Кирлĕ чухлĕ утă-улăм хатĕрлесе хунă, Саратов облаçĕнчен хĕвелçаврăнăш сăсăлĕ кÿрсе килеççĕ.
Районти чи лайăх фермер хуçалăхĕсенчен пĕри пулнă май, кăçал Грачевсем республикăра иртнĕ “Çемье тытакан ферма” конкурса хутшăнчĕç.
Выльăх-чĕрлĕх усратăн пулсан тырри те, утă-улăмĕ те кирлĕ. Грачевсен арендăри çĕре ĕçлесе хатĕрлеме техника çителĕклĕ: тракторсем, кăкарса ĕçлемелли хатĕрсем, тĕштырă пухса кĕртекен комбайн 3 (вĕсенчен икĕ “Енисей–1200” – çĕнни). 641 гектар çинчи тĕштырăна Николайпа Владимир Богачевсем тата Николай Машков районта пирвайхисен шутĕнче çапса пĕтерчĕç те “Родник” тулли мар яваплăхлă обществăна пулăшрĕç. Унта тепĕр 250 га вырчĕç.
Çапла, çÿлтен парасса кĕтсе ларман, хăюллă та пуçаруллă çирĕп çыннăн ĕç, тăвалла пулсан та, малаллах каять.
Сăн ÿкерчĕкре: Сăн ÿкерчĕкре: Комсомольски районĕнчен кÿрсе килнĕ "улайккасем". .
Н.КРАСНОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"