28 августа 2009 г.

Кашни çулах августăн 22-мĕш кунĕнче Раççейре наци уявне – Патшалăх ялавĕн кунне – паллă тăваççĕ. Çав кун Тăвай районĕнчи тăватă вĕренекеншĕн ĕмĕрлĕхе асра юлчĕ. Раççейри миграци службин ЧР управленийĕн районти пунктĕнче вĕсене паспорт пачĕç. “Эпир – Раççей гражданинĕсем”, – тесе хăюллăнах калама пултараççĕ халь Улянкăри С.Германов, Енĕш Нăрвашри Н.Иванова, Эльпуçĕнчи Е.Николаева тата Тушкилти П.Стрелков. Миграци территори пункчĕн службин начальникĕ А.Бикинина вĕренекенсене паспорт панă, саламланă, документа тирпейлĕ упрама сĕннĕ. Паспорт илнĕ ятпа ачасене район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Шакров саламланă. Владимир Яковлевич Патшалăх ялавĕн историйĕпе паллаштарнă, РФ сувенир-ялавĕсене парнеленĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: паспорт илнĕ хыççăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"