28 августа 2009 г.
Чылай çыншăн хăй çамрăкла суйласа илнĕ професси ĕмĕрлĕхе. Ытларахăшĕ ăна юратса пăрахать кăна мар, унсăрăн пурăнаймасть те тейĕн. Кашни професси çынни тĕлĕшпех илсе кăтартма пулать ун пек тĕслĕхсем. Ветеринари врачĕсенчен “Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Тăвайри станци” патшалăх учрежденийĕнчи Э.Л.Захаров çавăн пек çынсенчен пĕри. Вăл малтан Пăвари техникумра, унтан Хусанти ветеринари институтĕнче заочно йĕркепе вĕренсе пĕлÿ илнĕ выльăх-чĕрлĕхе сиплеме. Тăвайри ветстанцире ĕçлеме пуçличчен ытти çĕрте тăрăшнă: Йăнтăрчăри ветеринари участокне ертсе пынă. Участокра виççĕн ĕçленĕ вĕсем, Эрнст Лазаревич Захаров хăй – заведующи. Çавăнтах çемйипе пурăннă. Çынсем харпăр хăй килĕнчи выльăх-чĕрлĕхĕпе, кайăк-кĕшĕкĕпе мĕн те пулса килсе тухсан, чирленине е япăх туйнине сиссен, кăнтăрла-и е çĕрле – тÿрех ун патне васканă. Вăл вара ÿркенсе тăман, вăхăта пăхмасăр пулăшма васканă. Выльăх, мĕнле калас, çын пек мар, вăл кунта ыратать е унта урăхла тесе калаймасть – ветеринари специалисчĕн хăйĕн пĕлсе диагноз лартмалла, пĕлсе сиплемелле, сыватмалла. Е пăрулама, пăранлама, çăвăрлама, хăмлама вăхăтра пулăшу памалла. Хăçан мĕнле ĕнтĕ. Çавăнпа яланах хатĕр пулмалла. Эрнст Лазаревич, паллах, хăй пĕлнĕ-пултарнă таран тăрăшнă. Ял пурнăçне, ĕçне-хĕлне çамрăклах хăнăхса ÿснĕ. Хăй вăл Чутейпе юнашар тенĕ пек вырнаçнă Хучсан ялĕнчен. Ашшĕ колхоз председателĕ пулнă. Ăна пула ывăлĕ те производствăна хутшăннă. Хăй вăхăтĕнче Э.Л.Захарова хăнăхнăран-и, вăл кайран Йăнтăрчăран Тăвайне ĕçлеме куçсан та, тенеяльсемпе йăнтăрчăсем канаш илме е пулăшу-мĕн ыйтма ытларах Эрнст Лазаревич патне пыратчĕç.
Э.Захаров Тăвайри ветстанцие иртнĕ ĕмĕрти çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче ĕçлеме куçнă пек астăватăп. Кунта та хăйне опытлă, ĕçе лайăх пĕлекен ветврач пулнине кăтартса пачĕ. Пĕр вăхăт станци ветврачĕ те шутланчĕ. Вăхăт çитсен кунта ĕçлесех пенсие тухрĕ. Унтанпа сакăр-тăхăр çул иртрĕ ĕнтĕ, вăл вара паян кун та хăйĕн специальноçĕпе тăрăшать. Пĕрлех пĕр вăхăт ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен те пулчĕ. Ÿркенмен ăста пулнă теççĕ. Эрнст Лазаревич Захаров çавăн пек çынсенчен пĕри. Хăйĕн ĕçне ĕмĕрлĕхе парăннă çын вăл. Хăй вăхăтĕнче хам та сахал мар вĕреннĕ унран. Чылай çамрăк специалистшăн паян кун та наставник пулса тăрать. Малашне те ăнăçусем сунатпăр ăна.
Источник: "Ял ĕçченĕ"